Пĕлÿ çăлкуçĕн таппинче

Пĕлÿ çăлкуçĕн таппинче



                                                                       Вĕрентекен! Яту сан мухтавлă,

                                                                  Çĕр-шывăм сана пуç таять.

                                                               Ĕçӳ сан ялан пархатарлă:

                                                            Пурнăç çулне вăл уçать.

Çĕр çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Учитель ĕçĕ яваплӑ, пархатарлă та сăваплă. Шел пулин те, юлашки ҫулсенче ҫак профессие алла илекенсем сахалансах пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗрентекен ятне пирӗн ҫӳле ҫӗклеме тӑрӑшмалла. Вӑл тунӑ ырӑ ӗҫӗсене ӳсекен ӑру патне илсе ҫитермелле.

Дмитриева Анна Дмитриевна 1934-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 6- мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Топтул ялӗнче ӗҫчен хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Анна Дмитриевна çемьери ҫичӗ ачаран чи асли пулнӑ. Тӑван Ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ашшӗне ытти вӑйпитти арҫынсемпе пĕрле фронта илсе кайнӑ. Амӑшӗ тӑватӑ ачапа тӑрса юлнӑ. Пепкисене епле те пулин тӑрантарас тесе çамрӑк хӗр арӑм иртен пуҫласа каҫчен хирте ӗҫленӗ. Анна ун чух ултӑ ҫулхи ача пулнӑ. Амӑшӗ ӗҫре чухне пилӗк ҫулхи йӑмӑкне, виҫӗ ҫулхи тата ултӑ уйӑхри шӑллӗсене вара унӑн пӑхмалла пулнӑ. «Ачасене апат пӗҫерсе памаллаччӗ. Анне  кил картинчи лаҫра  хуран ҫакса панӑччӗ. Эпӗ пукан ҫине тӑрса хурана куркапа шыв яраттӑм, яшка пӗҫереттӗм.Ҫуркунне ҫитсен ҫӗр улми ани ҫине ҫӗрӗк ҫӗр улми пуҫтарма каяттӑмӑр. Ҫӗрӗк ҫӗр улминчен   анне икерчӗ пӗҫерсе паратчӗ. «Чикан икерчи» теттӗмӗр ӑна. Питӗ тутлӑ пек туйӑнатчӗ ҫак икерчӗ пирӗншӗн, выҫӑлла-тутӑлла пурнакансемшӗн. Хырӑм яланах выҫӑччӗ», - аса  илет тивӗҫлӗ канури учитель. Ҫуллахи вӑхӑтра урамра выляса-чупса ҫӳреме вӑхӑт пулман вӗсен. Ялти ытти ачасемпе пӗрле колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ: ҫӗр улми, купӑста, хӑяр  анисене ҫумланӑ, шӑварнӑ.

 

Ашшӗпе амӑшӗ хут вӗренмен ҫынсем пулнӑ пирки хӑйсен ачисене вӗрентесшӗн ҫуннӑ. Хӗр ачан хӑйӗн те шкула каяс килнӗ. Йывӑр пурнӑҫ пирки Аннан  тӑхӑр ҫулта кӑна шкула кайма май тупӑннӑ. Шкулӗ юнашар ялти икӗ-виҫӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулнӑ. Сивӗре-и, йӗпе-сапара-и, кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра-и - ниме пӑхмасӑр кашни кун шкула утнӑ Анна хӑйсен ялӗнчи ачасемпе. Хӗр ачана вӗренме питӗ килӗшнӗ. Шкултан таврӑнсан хӑйӗн пӗртӑванӗсене пухса «Шкулла» вылянӑ. Вăйăра Анна учительница пулнӑ. «Ӳссе ҫитсен учитель пулатӑпах», тенӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

Мӗнле йывӑр пурнӑҫ пулнӑ пулин те, 1950-мӗш ҫулта ялти ҫичӗ класлӑ шкула Хисеп грамотипе вӗренсе пӗтернӗ.

 

Ӗмӗтленнӗ профессие алла илни.

Аннан учитель пулас ӗмӗт пӗр самант та асран тухман. Ҫак ӗмӗте пурнӑҫа кӗртес тесе хӗр ача Ҫӗрпӳри педагогика училищине  ҫул тытнӑ. Ялти шкула Хисеп грамотипе пӗтернӗскерне училищӑна экзаменсем тытмасӑрах  йышӑннӑ. Училищӗре кашни предмечӗпе питӗ тӑрӑшса вӗреннӗ. Ӑна ӑшран тапса тӑракан учитель пулас ӗмӗт вӑй-хӑват парса тӑнӑ. 1954-мӗш ҫулта «Пуҫламӑш класс учителӗ тата аслӑ пионервожатӑй» уйрӑмӗнчен вӗренсе тухса алла диплом илнӗ.Ҫав ҫулах направленипе Калинин районӗнчи Юманай ялӗнчи вӑтам шкулта аслӑ пионервожатӑй пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.Икӗ ҫул хушши тӑрӑшнӑ  ҫак ӗҫре. Ун хыҫҫӑн Анна Дмитриевнӑна пуҫламӑш класри ачасене вӗрентме куҫарнӑ. Пӗчӗк ачасемпе те ӗҫлеме килӗшнӗ ҫамрӑк вӗрентекене.

1963-мӗш ҫулта Анна Дмитриевна аслӑ класра вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑракан педагогика институтӗнче ултӑ ҫул хушши куҫӑм мар уйрӑмра вырӑс чӗлхипе литература факультетӗнче вӗреннӗ. 1970-мӗш ҫулта алла диплом илнӗ. Юманай шкулӗнче 1988-мӗш ҫулччен вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, ун хыҫҫӑн, 2007- мӗш ҫулччен, пуҫламӑш класри ачасемпе ӗҫленӗ.

Ачасене ӑс панисӗр  пуҫне Анна Дмитриевна 17 ҫул хушши шкулта профком председателӗнче тӑрӑшнӑ. Нумай ҫул хушши районти вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Районти тата обкомри профсоюз комитечӗн членӗ пулнӑ. Ҫӗмӗрле тата Вӑрнар районӗнче шкулта ӗҫлекенсен прависене епле хӳтӗленине тӗрӗслесе ҫӳренӗ. Ҫавӑн пекех, ялти хӗр арӑмсен совечӗн председателӗнче ӗҫленӗ. Ҫулсерен ҫамрӑксемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ. 

         Ял советӗнче «Юлташла суд» секретарӗ, каярах вара председателӗ пулса ӗҫленӗ. Ял ҫыннисен пӑлхантаракан ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Кирлӗ канаш пама пӗлнӗшӗн халӑх хушшинче хисепре пулнӑ.

 

Алӑ ӑсти

Анна Дмитриевна маттур алӑ ӑсти те пулнӑ. Вӑл тӗрлеме юратнӑ. Пушӑ вӑхӑт епле те пулин тупса алшӑлисем,юбка-кӗпе аркисем, кантӑк каррисем, вырӑн ҫине витмеллисем тата тем тӗрлӗ япала та тӗрленӗ. Пир татӑкӗ унӑн аллинче искусствӑн чӑн-чӑн произведенийӗ пулса тӑнӑ. Вырӑс поэчӗсен А.С.Пушкин, В.В.Маяковский портречӗсене , «Хурӑн уҫланки» , «Виҫӗ лаша» ӳкерчӗксене тӗрленӗ. Чӑнтӑрсем нумай ҫыхса сутнӑ.

Аса илÿсем:

Мана Анна Дмитриевнӑн выпускникӗсемпе тата шкулта пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешӗсемпе тӗл пулса калаҫма тӳр килчӗ. Ыррине кӑна илтрӗм эпӗ вӗсенчен. Акӑ Ушакова Лариса, тухтӑр аса илӗвӗ:

Вĕрентекен - пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем хушшине кӗрет те Анна Дмитриевна. Вӑл ултӑ ҫул хушши  пирӗн класӑн  ертсе пыраканӗ пулчӗ. Ҫавӑнпа ачасемшӗн иккӗмӗш анне вырӑнчеччӗ вӑл.  Хӑйӗн ӗҫне пӗлсе, юратса, чунне парса тӑватчӗ. Яланах ачасемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлетчӗ, кирек-епле йывӑрлӑхран та тухма пулӑшатчӗ. Питӗ интереслӗ иртрӗҫ шкул ҫулӗсем. Манӑн кашни кун шкула каяс килетчӗ. Ҫуллахи вӑрӑм канмалли кунсене аран чӑтса ирттереттӗм. Ҫак пысӑк туйӑмпа шкула талпӑнни – Анна Дмитриевнӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӗҫӗ. Вӑл ертсе пынипе шкулта ирттернӗ тӗрлӗ мероприятисенче ялан тенӗ пекех пирӗн класс пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнатчӗ. Кашни ҫулах тӗрлӗ музейсене, театрсене кайса кураттӑмӑр. Уроксем хыҫҫӑн класпа пуҫтарӑнса хӗлле вӑрмана йӗлтӗрсемпе ярӑнма ҫӳреттӗмӗр, ҫурхи тата кӗрхи вӑхӑтра тӗрлӗ экскурсисене каяттӑмӑр. Питӗ туслӑччӗ пирӗн класс. Ҫак туслӑх паллах, класс ертӳҫи ҫирӗплетсе пымасӑр пулмасть. Пур чухне те: канмалли вӑхӑтра-и, вӗренӳре-и – яланах ачасемпе пӗрлеччӗ Анна Дмитриевна. Класс ертӳҫи пулнисӗр пуҫне вӑл пире вырӑс чӗлхипе тата литературипе вӗрентетчӗ. Темӑсене лайӑх ӑнлантаратчӗ, хамӑртан ҫирӗп ыйтатчӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, вырӑс чӗлхин правилисене эпӗ паянхи кун та питӗ лайӑх пӗлетӗп. Пӗр сӑмахпа каласан, пире ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫӗр-шыва юрӑхлӑ пулма, мал ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме, тӗрӗс ҫул ҫине тӑма нумай пулӑшрӗ Анна Дмитриевна. Манӑн ӑна пысӑк тав сӑмахӗ калас килет.

 

Ҫемье пурнӑҫне илес пулсан, Анна Дмитриевнӑпа  мӑшӑрӗ Николай Игнатьевич тӑватӑ хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Вӗрентекен ҫемйинче ҫитӗнсе воспитани илнӗ ачисем те ашшӗ-амӑшӗн йӗрӗпех кайнӑ. Виҫӗ хӗрӗ педагог  профессине суйласа илнӗ. Аслӑ хӗрӗ Галина - 33 ҫул, Валентина- 30 ҫул, кӗҫӗн хӗрӗ Светлана – 17 ҫул вӗрентӳ сферинче ӗҫленӗ.

 

Ӗҫне кура  - хисепӗ, теҫҫӗ. Анна Дмитриевнӑн ӗҫӗсене тивӗҫлипе хакланӑ. Унӑн Хисеп грамотисем, медальсем туллиех.

1978-мӗш ҫулта Чӑваш АССР Верховнӑй Совет президиумӗ Анна Дмитриевнӑна  халӑха вӗрентес енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» Хисеплӗ ят  панӑ. Ҫавăн пекех  «За трудовую доблесть», «Материнство 2 степени», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем илме тивӗҫ пулнӑ.

Анна Дмитриевна  чӑн-чӑн педагог-наставник. Савӑнатпăр, пирӗнпе  юнашар ҫавӑн пек тӑрӑшуллӑ, ӗҫчен, хӑйсен профессийӗнче пӗтӗм чунне парса ӗҫленӗ ҫынсем пурришӗн. Ҫитӗнекен ӑрушӑн вӗсем пысӑк тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.