Тӑван чӗлхе кунӗ

Тӑван чӗлхе кунӗ

Паян Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче Тӑван чӗлхе кунӗ. Нарӑс уйӑхӗпех 5 -11 класра вӗренекен ачасем тӗрлӗ проектсене вӑхӑтра туса пӗтерес тесе ҫанна тавӑрсах тӑрӑшрӗҫ. 5-мӗшпе 7-мӗш класс ачасем "Ман юратнӑ ҫын", "Пирӗн ял 150 ҫултан" темӑсемпе сочинени ҫырчӗҫ, чӑваш писателӗсен произведенийӗсем тӑрӑх сюжетлӑ ӳкерчӗксем турӗҫ. Аслӑрах класра вӗренекенсем "Юманай тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫынсем" проектпа чылай ҫӗнӗ информаци тупма пултарчӗҫ, шкул музейӗн фондне пуянлатрӗҫ. Ачасен ӗҫӗсене шкул коридорӗнчи выставкӑна вырнаҫтартӑмӑр. Ҫакӑн пек мероприятисем малашне те ӑнӑҫлӑ иртессе шанас килет. Тӑван чӗлхе кунне хастар хутшӑннӑ ачасене пурне тав тӑватпӑр!!! Яланах ҫакӑн пек пултӑрччӗ!

https://vk.com/wall-171160916_318