Раштав уйăхĕ
Раштав – çулталăк вĕçĕ, алă ĕçĕсен уйăхĕ. Раштав- шартлама сивĕсен, юр кĕрчĕсен, вăрăм каçсен уйăхĕ. Раштав ĕçчен: кĕпер хывать, çуна çулĕ тăвать, кантăксене эрешлет.
Сăнавсем:
Раштавра юр çусан тырă лайăх пулать теççĕ.
• Раштав каçĕнче çăлтăрсем нумай пулсан пăрçа лайăх пулать.
• Раштавра юр çусан мăйăр пулать.
• Çĕнĕ çул каçĕнче çăлтăр нумай пулсан чăхсем çăмарта тăваççĕ.
• Çав каç çил вăйлансан мăйăр аван пулать.
• Çĕнĕ çул каçĕнче пас тытсан хăмла е тырă аван пулать.
8-мĕш классен пултарулăхĕ
Хĕлле
Çитрĕ, килчĕ шурă хĕл:
Унпа ан шÿтле эс, пĕл.
Туртса кăлар арчунтан
Кĕрĕк те калпак, алса,
Унсăрăн пăсăлăн шăнса.
Улăштарчĕç кĕрĕксем
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕр чунсем.
Вĕçсе кайрĕç кайăксем
Кăнтăра, шереметсем.
Йăлтăртатать шурă юр
Кĕмĕл пек хĕвел çинче.
Савăнмашкăн кăмăл пур
Ачасен хĕл кунĕнче.
Хăшĕ-пĕри конькипе
Пăр çинче йĕр хăварать.
Йĕлтĕрпе, çунашкапа
Ача-пăча ярăнать.
Н. Капитонова
Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр!