Чӑваш тӗррин Кунӗ

Чӑваш çӗр-шывӗ – «çӗр пин тӗрӗ çӗр-шывӗ». Чӑваш тӗрри илемлӗ те илӗртӳллӗ. Кунта аваллӑх паллисене те, тӗнче тытӑмӗ çинчен шухӑшланине те курма пулать.

     Тӗрӗ – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Тӗрӗпе чӑвашсем тумтире çеç мар, тӗрлӗ савӑт – сапана, ӗç хатӗрӗсене те, кил - çурта та… эрешленӗ. Чӑваш тӗрри – аваллӑх палли, мӗншӗн тесен кашни çӗввӗн хӑйӗн вырӑнӗ пур.

     Çӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче вӗренекен ачасем «асамлӑ тӗрӗ тӗнчине» çитсе курчӗç. Технологи  урокӗсенче çулсеренех  ачасем чӑваш тӗррисене тӗрлеме вӗренеççӗ, тӗрлӗрен конкурссене хутшӑнаççӗ. Хӗр ачасем кӑна мар, арçын ачасем те  тӗрлеме ӑста.

     Чӳк уйӑхӗ тӑршшӗпех шкулта чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ, илемӗ, паллӑ чӑваш тӗрӗçисем çинчен  калаçусем ирттертӗмӗр,  «Чӑваш çӗр-шывӗ – «çӗр пин тӗрӗ çӗр-шывӗ», «Чӑваш тӗрри – сӑвӑра, чӑваш тӗрри – тумтирте, чӑваш тӗрри – аваллӑхра»… проектсене,  «Фото в чувашской национальной одежде», «Укрась окно традиционным чувашским орнаментом» хештегсене хутшӑнтӑмӑр. Асӑннӑ мероприятисене 5-11 класра вӗренекен ачасем пурте тенӗ пекех хутшӑнчӗç. Шкул коридорӗнчи выставкӑра  ачасен чӑваш юмахӗсем, тӗрлӗ произведенисем тӑрӑх ӳкернӗ ӗçӗсенче чӑваш тӗрри куçа илӗртет. Çакӑнтах тӗрлӗрен тӗрӗ-эреш, «Чӑваш сурпанӗ», «Авалхи капӑрлӑх хатӗрӗсем», «Шупӑр – çуллахи çиелти тум», «Урана тӑхӑнмалли хатӗрсем», «Чӑваш кӗсли» … ӗçсене курма пулать.

      Чӑваш тӗррин Кунне официаллӑ йӗркепе ирттерме йышӑнни  питӗ вырӑнлӑ.  Чӑваш тӗррин кун-çулӗ сурпан пек вӑрӑм пуласса шанас килет. Яланах çакӑн пек пултӑрччӗ!