Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл  Мишши  çуралнăранпа 121  çул çитет. Ытла кĕске пулнă паллă поэтăмăр ĕмĕрĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрне пултаруллă чăваш каччи ахалех ирттермен, чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн пăшăрханнă, сăвă хыççăн сăвă шăрçаланă.

     Çеçпĕл  Мишши хăйĕн иртнĕ пурнăçне хакласа кун кĕнекинче çакăн пек çырса хăварнă: «Манăн иртнĕ пурнăç виçĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш тапхăр – 1911 çулхи утă уйăхĕччен, - йывăр чухăнлăхра иртнĕ пулсан та, вăл ман çутă та таса ачалăх. Иккĕмĕш тапхăр вара – ытла та хаяр инкекпе, çемье пурнăçĕнчи хăрушла драмăпа, аттене çухатнипе пуçланнăскер – манăн пурнăçри чи тертлĕ те чи йывăр тапхăр; буржуалла йĕркен тем тĕрлĕ пусмăрне те тÿссе курнăскер, эпĕ 1918 çула хам пурнăçăн виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланнипе – компартине кĕнипе вĕçлерĕм. Партие кĕрсен эпĕ, çемье, тĕн тата кивĕ пурнăçран юлнă киревсĕр йăла – йĕрке тыткăнĕнчен, хама ирĕклĕ те вăйлă туякан пултăм, пролетариатпа пĕрле чăн- чăн пурнăç хуçи пек туйса  илтĕм. Çавăнтанпа ман ăс- тăн уçă. Шухăшсем хăватлă, эпĕ – коммунист.

    Хамăр облаçри Ěçтăвком членĕ, Революцилле трибунал пуçлăхĕ, пролетари юстицийĕн ĕçченĕ пулса эпĕ пурнăçăмри çирĕм иккĕмĕш çула пусатăп. Пысăк ĕçе ăмсанассипе ултавлăхăм çук.  Хамăн çирĕм виççĕмĕш çула та, 1921 çулхи чÿк уйăхĕнче, чăн - чăн коммунист пулса кĕтсе илме сăмах паратăп».

   Шкул программи тăрăх, эпир уроксенче ытларах унăн тĕрлĕ жанрлă произведенийĕсене тишкеретпĕр, поэт пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсемпе паллаштаратпăр.  Çеçпĕл Мишши – пултаруллă поэт, поэт- кĕрешÿçĕ теме хăнăхнă.  Чăннипе вăл – хастарлă, хыт утăмлă, юриспруденцие лайăх пĕлекен, чи чаплă та ăста юрист, чăваш халăхне, чăваш чĕлхине чунтан юратакан çын пулнă. Судпа следстви органĕсенче Çеçпĕл Мишши Мускавра инструкторсемпе агитаторсен курсĕнчен вĕренсе тухсан 1919 çулхи майăн 22- мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă. Çăмăл пулман çирĕм те тултарман çамрăк çынна йĕркелĕхе тата законлăха хÿтĕлеме. Çĕрне – кунне пăхмасăр, лайăх канмасăр пĕтĕм вăй- халне хунă вăл.

  Çирĕм пĕр çул тултарса пыракан çамрăк Михаил Кузьмин пĕтĕм Чăваш автономи облаçĕнчи тĕрĕслĕх сучĕн пуçлăхĕ, революцилле йĕркелĕхе куç пек сыхлакан органа ертсе пыракан пулса тăрать. Пĕтĕм ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнă Çеçпĕл пуринчен те хытă ыйтнă. Анчах никама та çилленсе çÿремен. Çавăншăн ăна пурте хисепленĕ, пысăка хурса хакланă. Ăна шаннă. Ытларах çамрăксем хушшинче ĕçлеме тăрăшнă, çавна пулах ĕнтĕ ăна Чăваш комсомол обкомĕн членĕ пулма çирĕплетнĕ.

  Анчах та пурнăç урапи яланах пĕр йĕрпе пымасть. 1920 çулхи декабрь уйăхĕнче нÿрĕ те шăршлă подвалта ларакан Çеçпĕле, çын вырăнне хумасăр, допрос çине допрос туса асаплантарнă, çупкă та çитернĕ. Ним айăпсăр çын 43 кун тĕрмере ларнă. Тĕрме унăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă, сывлăхне хавшатнă. Çеçпĕл «ĕçне» тĕплĕн пăхса тухса вăл пачах та айăпсăррине палăртнă. Ăна канма, сывлăхне çирĕплетме тесе Чулхула урлă Евпатори курортне кайма ирĕк параççĕ. Кунта Михаил Кузьмин çĕнĕ туссем тупать, Ф. Пакрышеньпа паллашать. Кăшт вăхăт иртсен вĕсем аякри хурăнташсем пулнине те пĕлеççĕ. Сăмах май, Мишшан ват аслашшĕ Исаак Украинăра салтакра пулнă, вăл унтан Оксана ятлă хĕре арăм тума илсе килнĕ. Оксана вара Ф. Пакрышенăн ват асламăшĕн йăмăкĕ шутланнă.

   Санаторире Çеçпĕл Мишши ăнăçлă ĕçленĕ, чунтан шăранса тухакан хĕрÿллĕ сăвăсем чылаях çырнă. Анчах унта пурнăç çăмăлах пулман уншăн  Йывăрлăхсем, ăна ăнланман самантсем нумай пулнă.

  Халтан кайиччен ырми - канми ĕçленĕ, спортпа туслă пулнă, вут кайăкла «вĕçсе» çÿренĕ, Ревтрибунал председателĕ – хальхи пек Чăваш енĕн тĕп прокурорĕ, юстици  пайĕн пуçлăхĕ – хальхи пек юстици  министрĕ пулнă çынна ним шутласа тăмасăр айăпланă, çÿлти картлашкаран аялалла ывăтнă. Çакăн пиркиех вăл тĕрмере ларнă чухнех хăй çине ал хума тăнă. Çÿлтен ывăтни çеç мар, сăлтавсем татах та ытларах пулнă: чир, телейсĕр юрату, выçлăх…1922 çулхи июнĕн 15- мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çапла вĕçленнĕ  юратнă поэтăмăрăн пурнăçĕ.