Ҫеҫпĕл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫитнĕ май…

     Çеçпĕл Мишши  - Çĕн чǎвашǎн çĕн поэчĕ. П.Хусанкай калашле, «чǎваш поэзийĕн чǎн тÿпинчи çутǎран та çутǎ çǎлтǎрĕ». Вӑл ҫуралнӑранпа паян, чӳк уйӑхĕн 16-мĕшĕнче, 120 ҫул ҫитет. Ҫавна май Юманай шкулĕнче уйӑхĕпех тĕрлĕрен конкурссем, мероприятисем иртрĕҫ. Ачасем тӑрӑшсах Ҫеҫпĕл портретне ӳкерчĕҫ, сӑввисем тӑрӑх сюжетлӑ ӳкерчĕксем турĕҫ, хӑйсем те сӑвӑсем шӑрҫаларĕҫ. Чӳк уйӑхĕн 14 -15-мĕшĕсенче ял библиотекинче ирттернĕ «Кӑвар чĕреллĕ» краеведени сехечĕнче, шкулти «Кӑвар чĕреллĕ поэтӑмӑр» литература каҫĕнче Ҫеҫпĕл сӑввисене, хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене пӑхмасӑр каларĕҫ 7-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем. 7-10-мĕш класра вĕренекенсем вара «Телейлĕ самант» вӑйӑра хӑйсен тавракурӑмне аталантарчĕҫ. Кашни класрах лекци уроксем иртрĕҫ.

      Шкул программи тăрăх, эпир уроксенче ытларах унăн тĕрлĕ жанрлă произведенийĕсене тишкеретпĕр, поэт пурнăçĕн тĕрлĕрен ĕсĕсемпе паллаштаратпăр.  Çеçпĕл Мишши – пултаруллă поэт, поэт- кĕрешÿçĕ теме хăнăхнă.  Чăннипе вăл – хастарлă, хыт утăмлă, юриспруденцие лайăх пĕлекен, чи чаплă та ăста юрист, чăваш халăхне, чăваш чĕлхине чунтан юратакан çын пулнă. Судпа следствии органĕсенче Çеçпĕл Мишши Мускавра инструкторсемпе агитаторсен курсĕнчен вĕренсе тухсан 1919 çулхи майăн 22- мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă. Çăмăл пулман çирĕм те тултарман çамрăк çынна йĕркелĕхе тата законлăха хÿтĕлеме. Çĕрне – кунне пăхмасăр, лайăх канмасăр пĕтĕм вăй – халне хунă вăл.

       Халтан кайиччен ырми – канми ĕçленĕ, спортпа туслă пулнă, вут кайăкла «вĕçсе» çÿренĕ, Ревтрибунал председателĕ – хальхи пек Чăваш Енĕн тĕп прокурорĕ, юстиции пайĕн пуçлăхĕ – хальхи пек юстици министрĕ пулнă çынна ним шутласа тăмасăр айăпланă, çÿлти картлашкаран аялалла ывăтнă. Çакăн пиркиех вăл тĕрмере ларнă чухнех хăй çине ал хума тăнă. Çÿлтен ывăтни çеç мар, сăлтавсем татах та ытларах пулнă: чир, телейсĕр юрату, выçлăх…1922 çулхи июнĕн 15 – мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çапла вĕçленнĕ юратнă поэтăмăрăн пурнăçĕ.

        Çеçпĕл Мишши чǎваш чĕлхи, чǎваш сăвви пуласлǎхне хытǎ шаннǎ. Çав шанǎçа кашни чǎваш çамрǎкĕн чунне вырнаçтарассишĕн çуннǎ. Чӑваш ҫыннин чунĕ чӑвашлӑх еннех туртӑнасса, чӑннипех те, шанас килет.