Паян, 2019-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Юмананай шкулĕнче Иван Яковлевич Яковлевăн Асăну Кунĕ. Шăпах паянхи кун вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.Ҫавна май 5-10-мĕш классенче вĕренекен ачасемпе уроксенче калаҫу ирттертĕмĕр, литературӑпа музыка композицине хутшӑнтӑмӑр, Аслӑ Патриархӑмӑр ҫинчен видео куртӑмӑр, выставка йĕркелерĕмĕр.
Иван Яковлевич Яковлев – чăваш алфавитне йĕркелесе яраканĕ, чăваш букварĕн ашшĕ. Халăх сăмахлăхне пухнă, сăнанă, унпа хăйĕн пултарулăхĕнче усă курнă. Константин Ушинский, Лев Толстой хайлавĕсене куçарнă, хăй те ăса вĕрентсе калакан хайлавсем çырнă. 5 –9- мĕшкласра вĕренекенсем И.Я. Яковлев ҫырнӑ «Ӱкĕт» йĕркисене тата «Чӑваш халӑхне» халал сыпӑкĕсене 4 чĕлхепе (чăвашла, вырăсла, акăлчанла, нимĕçле) пӑхмасӑр каларĕҫ. Илемлĕ чӑваш юррисем янӑрарĕҫ.
И.Я.Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕ Чĕмпĕрти шкул пурнăçĕпе кăна çыхăнман. Вăл тăрăшнипех акă Чăваш Енри тĕрлĕ ялсенче шкулсем уçăлнă. 1902- мĕш çулта Юманайсене шкул çуртне тума И.Я. Яковлев пулăшнă.
Чăваш букварĕн ашшĕн, Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн, пирĕн Патриархăмăрăн, Чăваш Прометейĕн ячĕ, сăваплă ĕçĕ яланах асра. Яланах ҫакӑн пек пултӑрччĕ.