Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хутар шкулĕнче район шайĕнче  Театр çулне тата  Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа  «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра районти тĕрлĕ шкулсенче вĕренекен 7-8-мĕш классенч евĕренекен ачасем хутшăнчĕç. 

Юманай шкулĕнче  8-мĕш класра вĕренекен Кольтерова Кристина  «Театр… Маншăн мĕн вăл?» темăна суйласа илнĕ. 2019 – мĕш çула Раççейре Театр Çулталăкĕ тесе палăртнă. Шăпах суйласа илнĕ тема паянхи куншăн питĕ вырăнлă. Кристина шучĕпе, театр вăл-асамлăх тĕнчи, тĕрлĕ искусствăсен храмĕ, наци чунĕ.  Хальлĕхе вăл Шупашкарти чăваш драма театрне кайса курман-ха. «Вăхăт çитĕ, эпĕ те театра çитсе килĕп, артистсем вылянине курса киленĕп», - тесе ĕмĕтленет кăна. Кристинăн ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанас килет.

         7-мĕш класра вĕренекен Никонорова София вара «Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм, ачаран сана эп саврăм» темăпа тухса калаçрĕ. Çураласса Çĕмĕрлере çуралнă пулин те ачалăхĕ унăн Уйпуç Ялтăра ялĕнче иртет. Кунтах вăл чăвашла юрлама, калаçма вĕренсе пырать.

София хăйĕн номинацийĕнче призёр пулма пултарчĕ, Кристина вара çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ. Маттур та пултаруллă хĕрупраçсене малашне те çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр.