…Чăмаççĕ кунсем ĕмĕрхи авăрне…

       Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕмĕрлери Айхи ячĕллĕ тĕп библиотекăра «Таинственный голос Айги»  республика шайĕнчи сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Республикăри районсенчен тата Çĕмĕрле хулинчи тĕрлĕрен шкулсенче вĕренекен ачасем пуçтарăннă кунта. Чăваш халăх поэчĕ, К.В. Иванов  ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Геннадий Айхи чăвашла та, вырăсла та çырнă. Çавна май паян тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвăсем янăрарĕç. Хула ачисем те тăрăшсах чăвашла сăвăсем  калани, чăннипех те, савăнтарать.        

      Сумлă жюри шутĕнче Геннадий Айхи  йăмăкĕ  Ева Лисина çыравçă, паллă филолог Атнер  Хусанкай, ЧР халăх артисчĕ  Иван Иванов…

      Айхи сăввисем тăрăх  литературăпа музыка композицийĕсене çÿллĕ шайра хатĕрленĕ Çĕмĕрле хулинче вĕренекен ачасем. «Арçын ачасем те конкурса хутшăнни питĕ паха», - тет чăваш драма театрĕн артисчĕ И. Иванов. Айхин  «Сцена çинчи çутă ункă» сăвви тăрăх  çырнă çамрăк артистсен гимнне  юрласа пачĕ вăл. Тăвăллăн алă çупса тав турĕç паллă артиста конкурса килнисем.

      Юманай шкулĕнчен  çак конкурсра 4 ача хутшăнчĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Машанова Анастасия  республика шайĕнче 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.  Чĕре тĕпĕнчен тухакан  çамрăк  сасси  тыткăнларĕ  пулас жюри членĕсене.

     Кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, Геннадий Айхи çинчен аса илчĕç  Шупашкартан килнĕ  хăнасем. Çамрăк юрăçсемпе ташă ăстисем тата хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.  Паянхи тĕл пулу асра юласса шанас килет.