Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе Кунне халалласа…

     Фотоотчет

   Тĕнчере  чĕлхесем нумай, пĕтĕмĕшле илсен 6 пин ытла тĕрлĕ чĕлхе тесе палăртаççĕ. Анчах та ЮНЕСКО шучĕпе  вĕсенчен  çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Шел пулин те,  çав шутра чăваш чĕлхи те.  Кашни  халăх чĕлхи    хăйне майлă, кунсăр пуçне  тата  кашни  халăхăн  хăйĕн  йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ пур.
       1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе  кашни  çулах  нарăсăн  21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе Кунне  паллă тума йышăннă. Çавна  май  нарăс  уйăхĕнче  Юманай шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури  эрнине ирттертĕмĕр.
Сăвă  вулакансен «Хавхалану», творчествăлла заданисен «Реклама тĕнчи»,  «Сывлăх  хамăртан  килет» плакатсен, сочиненисемпе  калав çыракансен конкурсěсене ирттертěмěр, Раççей шайĕнчи «Чĕвĕлти Чĕкеç» конкурса хутшăнтăмăр, «2018 çулхи юбилярсем» хаçат  кăлартăмăр. Çав хушăрах  анаграммǎсемпе логогрифсен,  метаграммăсемпе  ребуссен тупсǎмне тупрǎмǎр. Тата мĕн чухлĕ  ваттисен  сǎмахне  аса илтĕмĕр!  «Асамлă чĕлхеçĕ», «Тавçăруллисен клубĕ»  интеллектуалла вǎйǎсем, шкул музейĕнчи экскурси… Чǎваш  чĕлхипе  литератури  эрни  асра  юлатех пуль тетпĕр.

       6-мěш класра вěренекенсем «Сывлăх  хамăртан  килет» темăпа  плакатсен  конкурсне хутшăнчěç. «Сывлăха упра», «Пирус туртни сиенлě», «Пирус туртни  рак патне илсе çитерет», «Сывлăх – пирěн пурлăх» … - мěнле кăна вěрентсе каланă сăмахсем тěл пулмарěç-ши ачасен ěçěсенче.

      Чăваш чěлхипе литература эрнинче  чылай çěннине пěлчěç ачасем: М. Трубинан, М. Ухсайăн, Митта Ваçлейĕн, хамăр ентешĕн Иван Ахахăн  пултарулăхне тишкертěмěр, И.Я. Яковлевăн ырă ěçěсене аса илтěмěр. 5 – мěш класра вěрекенсен  «2018 çулхи юбилярсем» хаçачě пурне те килěшрě.

      Чǎваш чĕлхи учителĕн ĕçĕ çǎмǎл мар. Ачасене  мĕн пĕчĕкрен тǎван чĕлхене юратма, тǎван халǎхǎмǎрǎн культурине юратма вĕрентмелле. Вырǎслансах пыратпǎр мар –и? Çавǎнпа та чǎваш ачин чунне витерме нумай вǎй хума тивет. Пурнǎç таппипе утса пыма тǎрǎшатпǎр. Çĕннине алла илетпĕр. «Ĕмĕр пурǎн, ĕмĕр вĕрен» тени тĕрĕсех иккен.

       Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче  шкулта  5-8-мĕш  класра  вĕренекенсем  хушшинче               «Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе Кунĕ»  мероприятие ирттертĕмĕр. Илемлĕ чăваш юррисем янăрарĕç, паллă чăваш çыравçисем тăван чĕлхе çинчен каланă сăмахсем тыткăнларĕç.

      «Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха  тăван  чĕлхене  манма  хушни  çав  халăха  вилме  хушнипе  пĕрех» , - тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ  И.Я.Яковлев. Çавăнпа та Илпек Микулайĕ   каланине асра тытар: «Тăван чĕлхене упрар, ăна ÿсме пулăшар. Тăван чĕлхе пуянлăхĕшĕн, тасалăхĕпе илемлĕхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшар».

       Малалла та çавăн пек ěçлесчě пирěн, ачасен пултарулăхне аталанма пулăшасчě.