Чăваш Прометейĕн И. Я. Яковлев халалне асра тытар!

Кăçалхи çула Чăваш Республикинче Пирĕн Аслă Патриархăмăр  И. Я. Яковлев Çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Çавна май 2018 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа  балет театрĕнче çулталăкĕпех ирттернĕ тĕрлĕрен мероприятисемпе конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç.
Мероприятире ЧР культури, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, ЧР пурăнакан тĕрлĕ халăхсен Ассамблейин ертÿçи Лев Кураков, ЧНК ĕçченĕсем, республикăри шкулсенче вĕрентекен учительсем, журналистсем хутшăнчĕç. Çав  шутра эпир те, Çĕмĕрле районĕнче тăрăшакан чăваш чĕлхи учителĕсем те,  «Чăвашкино» студи ÿкернĕ «Прометей из чуваш» документла  фильма, профессилле актёрсен ăсталăхне курса савăнтăмăр, илемлĕ чăваш юрри-ташшипе килентĕмĕр.  Фильмра ÿкернĕ чĕрĕ Иван Яковлевич Яковлева курни тата мĕне тăрать!

Чăннипех те, Чăваш Прометейĕн  И. Я.Яковлев халалне асра тытать пирĕн халăх. Пултаруллă та ĕçчен чăваш çынни.  Яланах çакăн пек пултăрччĕ!