«Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăннă май…

      Ака  уйăхěн  25-мěшěнче – Чăваш чěлхи  кунě. Çак уяв шăпах пирěн Аслă Педагогăмăр  И.Я. Яковлев çуралнă кунне тÿр килет. Çулсеренех çак кунсенче  республикăра  тěрлěрен  мероприятисем  иртеççě.  Тěслěхрен, акă эрнекун, ака уйăхěн 24-мěшěнче «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнтăмăр. Диктанта   Чăваш  чěлхи  кунне халалланă.  

      Юманай шкулěнчи 11 учительпе воспитатель, 3 шкул ачи  хăйсен  çырăвне  тěрěслерěç.   Учительсем хушшинче «5» паллă илекенсем ытларах пулчěç. Шел пулин те, шкул ачисенчен кăçал  3 ача кăна хутшăнчĕ. 7-мĕш класра вĕренекен  Григорьева Карина, Михайлова  Ксения, Ундрицова Оксана 3-мĕш çул ĕнтĕ тăрăшсах диктант çыраççĕ. Çак  пултаруллă хěрупраçсене учительсенчен кая юлмасăр «4» илнĕ ятпа чěререн саламлатпăр!

     Чăваш чěлхи – халăх историйěн тěкěрě.  Хăйне чăваш тесе шутлакан кашни çыннăн тăван чěлхене упраса хăварма тăрăшмалла. Тăван сăмах вăл тин çуралнă ачашăн тăван сасă пулса тěвěленсен çеç малалла аталанма пултарать. Çавăнпа та чăваш ачине тăван чěлхепе тěрěс çырма пěлмесен намăс пулмалла. Çакăн пек диктантсене тăтăшах çыртармалла. Чăваш ачи чăвашах пултăр!

      Яланах çакăн пек пултăрччě!