И.Я.Яковлев тата Юманай шкулĕ

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн хисеплĕ те, чыслă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Чăваш çынни И.Я. Яковлева «çутта кăларакан», ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă.  К.И. Иванов хăйĕн «Хальхи самана сăввинче Яковлев ĕçне хакласа «çĕнĕ ĕмĕр пуçларĕ» тет.

            Иван Яковлев ячĕ Юманай шкул ачисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кунта вăл инспектор ĕçĕпе темиçе те килсе кайнă, Юманай ачисене валли шкул çурчĕ те тума пулăшнă, унăн шкулĕнче Чĕмпĕрте Юманай ачисем Е.А. Долгова, П.П. Долгова, Д.Е. Емельянова вĕреннĕ. Кунти  Историпе этнографи музейĕнче И.Я.Яковлев кĕтесĕ пур.

            Паян Юманай шкул ачисем музейра пулчĕç. 10-мĕш класра вĕренекен Филиппова Наталья экскурсовод 5-мĕш класс ачисене  И.Яковлевăн Юманай ачисемшĕн тунă ĕçĕсене  çĕнĕрен аса илтерчĕ. Ачасем питĕ тимлĕн итлерĕç.