Чăваш чěлхипе литератури эрни пуçланчě!

2018 çул – Чăваш Республикинче пирěн паллă  Патриархăмăр  И.Я. Яковлев Çулталăкě. Çулталăк тăршшěпех республикăра тěрлěрен мероприятисемпе конкурссем иртěç.

Ака уйăхěнче  те яланхи пекех  республикăра тěрлěрен конкурссем иртеççě. Чăваш чěлхи Кунě çывхарать мар-и? Юманай шкулěнче вěренекен пултаруллă ачасем çак кунсенче чылай мероприятисемпе конкурссене хутшăнма пултарчěç. Сăмах май,  район шайěнчи    «Краеведческие чтения»  наукǎпа практика конференцине,   «Чěрě сăмах» сăвă е проза сыпăкěсене….  вулакансен  конкурсне хутшăнчěç ачасем.

Республика шайěнче иртекен мероприятисем   те шкулти  чăваш чěлхипе литератури  эрнипе  тÿр  килчěç.  Творчествăлла заданисен, сочиненисемпе сăвă çыракансен конкурсěсене ирттерěпěр. Çав хушăрах  анаграммǎсемпе логогрифсен, кроссвордсемпе  ребуссен тупсǎмне тупěç ачасем.    Интеллектуалла вǎйǎсем, шкул музейĕнчи экскурси… Чǎваш чĕлхипе литератури эрни  асра юлатех пуль тетĕп.

Ака уйăхěн 17-мěшěнче акă 5-7-мěш классенче вěренекенсемпе викторина, блиц-опрос ирттертěмěр. Литература урокěсенче ачасене И.Я. Яковлев калавěсемпе, юмахěсемпе паллаштартăмăр. Иван Яковлевич Яковлев Чăваш Букварьне тěрлěрен ăса вěрентсе калакан произведенисене кěртнě. «Тилě тус», «Шăрчăкпа кăткăсем», «Ула куракпа тилě», «Кашкăрпа путек» йышши юмахěсенче  паллă вырăс юптаруçин И.А. Крылов произведенийěсене тěпе хунă. Çак икě культура хушшинчи çыхăнăва ачасем тÿрех туйса илчěç.

Чǎваш чĕлхи учителĕн ĕçĕ çǎмǎл мар. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тǎван чĕлхене юратма, тǎван халǎхǎмǎрǎн культурине юратма вĕрентмелле. Вырǎслансах пыратпǎр мар –и? Çавǎнпа та чǎваш ачин чунне витерме нумай вǎй хума тивет. Пурнǎç таппипе утса пыма тǎрǎшатпǎр. Çĕннине алла илетпĕр. «Ĕмĕр пурǎн, ĕмĕр вĕрен» тени тĕрĕсех иккен.

            Малалла та çавăн пек ěçлесчě пирěн, ачасен пултарулăхне аталанма пулăшасчě.