Анне-чун ăшши

 

Пĕтĕм этемлĕхĕн халăхĕсем анне çинчен калаçнă чухне çак сăмахран тата ăнлавран пăрăнса иртме çук.

Анне - çĕр çинче кашни çын ăнланакан тата кашни халăхăн чи юратнă сăмахĕ.

Анне…Пирĕнтен кашнийĕшĕн чи хаклă сăмах. Анне-пире пурнăç тăршшĕпе упраса сыхласа пурăнакан çын.

Чỷк уйăхĕн 24 –мĕшĕнче Юманайĕнчи вăтам шкулăн çул çитмен ушкăнĕнче аннесене халалласа уяв иртрĕ. Музыка залĕнче ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсем вали хăтлă лару-тăру туса хунă. Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ «Ачасене чăваш фольклорне явăçтарасси» программăпа ĕçленĕ май зала илемлетнĕ чухне те чăваш халăхĕн юратнă тĕсĕсемпе, эрешĕсемпе усă курнă. Уяв хăйне евĕрлĕ иртсе пыни те интереслĕ пулчĕ. Çамрăк артистсем хăйсен пултаруллăхне сцена çинче хаваспах кăтартрĕç, ашшĕ- амăшĕсем, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем хăйсен пепкисемпе савăнчĕç.