Чăваш театрне халалланă диктанта хутшăнтăмăр

Паян С.М.Архипов ячĕпе хисепленекен Юманай вăтам шкулĕнче вĕренекен 7, 9,10 классем информатика кабинетне пуςтарăнчĕς. Ку ачасем чăваш театрне юратаςςĕ ĕнтĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче чăваш театрне халалланă диктанта ятарласа хатĕрленни пирки калаςрĕς: «Театр, любимый народом» кĕнеке тупнă иккен, брошюрăсем… Интернетра информации шыранă…  

Ыйтусене валеςсе панă хыςςăн ачасем  шăпланса ĕςе пуςăнчĕς. Кабинет шăпланчĕ. Пурте тарăн шухăша путрĕς. Шăна вĕςни те илтĕннĕн туйăнать.

Ĕςсене пуςтарнă хыςςăн ачасем, чăнах та, театра халалланă диктанта тăрăшса хатěрленни палăрчě. Чи пысăк балл 7-мěш класра вěренекен хěр ача пуςтарчě.

Маттур!