Юманай шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен ачасем шкул музейĕнче пулчĕç

 

Иван Яковлевич уçнă Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕ чăваш халăхĕн наци туйăмне çĕклес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Çĕршер ăста учитель, чăваш писателĕсемпе поэчěсем, журналистсемпе композиторсем, артистсемпе ученăйсем… - нумайăшĕ - çак шкултан вĕренсе тухнă.

      И.Я.Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕ Чĕмпĕрти шкул пурнăçĕпе кăна çыхăнман. Вăл тăрăшнипех акă Чăваш Енри тěрлě  ялсенче шкулсем уçăлнă.

     И.Я. Яковлев Юманайĕнче те темиçе хутчен пулни паллă. Вăл кунта ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме килнĕ. Кун çинчен Юманайĕнче çуралса ÿснĕ генерал-майор Иван Александрович Долгов çырса хăварнисем пур, çакăн çинченех халь пурăнакан М.Н. Долгов та каласа парать. И.Яковлев хăй те «Асаилÿсем» кĕнекинче «вăл тăрăшнипе юсанă, уçнă шкулсем» хушшинче Юманай шкулне те асăнать.

     Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Юманай шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен  ачасем шкул музейĕнче пулчĕç. Кунта вĕсене çамрăк экскурсоводсем 10-мĕш класра вĕренекен Филиппова Наташăпа Машанова Настя тăван шкул историйĕпе, Яковлевăн Юманай шкулĕнче тунă ĕçĕсемпе   паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

    Ачасене хăйсен тантăшĕсем экскурси ирттерни питĕ килĕшрĕ. Ентешсемпе мухтанчĕç, мăнаçланчĕç.