«Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăннă май…

      Ака  уйăхěн  25-мěшěнче – Чăваш чěлхи  кунě. Çак уяв шăпах пирěн Аслă Педагогăмăр  И.Я. Яковлев çуралнă кунне тÿр килет. Çулсеренех çак кунсенче  республикăра  тěрлěрен  мероприятисем  иртеççě.  Тěслěхрен, акă ака уйăхěн 25-мěшěнче «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнтăмăр.    

      Юманай шкулěнчи 15 учительпе воспитатель, 11 шкул ачи  хăйсен  çырăвне  тěрěслерěç.   Учительсем хушшинче «5» паллă илекенсем ытларах пулчěç. Шкул ачисенчен чи  маттуррисем вара - тăххăрмěш класра вěренекен  хěрачасем. Çак  пултаруллă хěрупраçсене чěререн саламлатпăр!

     Чăваш чěлхи – халăх историйěн тěкěрě.  Хăйне чăваш тесе шутлакан кашни çыннăн тăван чěлхене упраса хăварма тăрăшмалла. Тăван сăмах вăл тин çуралнă ачашăн тăван сасă пулса тěвěленсен çеç малалла аталанма пултарать. Çавăнпа та чăваш ачине тăван чěлхепе тěрěс çырма пěлмесен намăс пулмалла. Çакăн пек диктантсене тăтăшах çыртармалла. Чăваш ачи чăвашах пултăр!

      Яланах çакăн пек пултăрччě!