Чăваш чěлхипе литература эрнине пěтěмлетсе…

Ака уйăхěнче  яланхи пекех  республикăра тěрлěрен конкурссем иртеççě. Чăваш чěлхи кунě çывхарать мар-и? Юманай шкулěнче вěренекен пултаруллă ачасем çак кунсенче чылай мероприятисемпе конкурссене хутшăнма пултарчěç. Сăмах май,  республика шайěнчи  Туслăх хěлхемě» фестивале, «Великие сыны России – Чувашия 1551 – 2016»  наукǎпа практика конференцине, район шайĕнчи «Весёлые задоринки» конкурса хутшăнчěç ачасем.

Республика шайěнче иртекен мероприятисем   шкулти  чăваш чěлхипе литература эрнипе  тÿр  килчěç.  Сăвă  вулакансен, творчествăлла заданисен, сочиненисемпе сăвă çыракансен конкурсěсене ирттертěмěр. Çав хушăрах  анаграммǎсемпе логогрифсен, кроссвордсемпе  ребуссен тупсǎмне тупрǎмǎр. Тата мĕн чухлĕ ваттисен сǎмахне аса илтĕмĕр! Интеллектуалла вǎйǎсем, шкул музейĕнчи экскурси… Чǎваш чĕлхипе литератури эрни  асра юлатех пуль тетĕп.

Сăвă – калав çырма пултаракан ачасем пирěн шкулта сахал мар. Кашни çулах «Çамрǎк хунав» альманах кǎларатпǎр, ачасен ĕçĕсенчен выставка йĕркелетпĕр. Çěнтерÿçěсене грамотăсемпе чыслатпǎр.

Чăваш чěлхипе литература эрнинче  чылай çěннине пěлчěç ачасем: К. Иванов пултарулăхне тишкертěмěр, И.Я. Яковлевăн ырă ěçěсене аса илтěмěр…

Чǎваш чĕлхи учителĕн ĕçĕ çǎмǎл мар. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тǎван чĕлхене юратма, тǎван халǎхǎмǎрǎн культурине юратма вĕрентмелле. Вырǎслансах пыратпǎр мар –и? Çавǎнпа та чǎваш ачин чунне витерме нумай вǎй хума тивет. Пурнǎç таппипе утса пыма тǎрǎшатпǎр. Çĕннине алла илетпĕр. «Ĕмĕр пурǎн, ĕмĕр вĕрен» тени тĕрĕсех иккен.

Ака уйǎхĕн  21-мĕшĕнче Çĕмĕрле тǎрǎхĕнчи чǎваш чĕлхи учителĕсемпе кÿршĕллĕ Элĕк районĕнчи ĕçтешсемпе тĕл пултǎмǎр, районти фестивале хутшǎнтǎмǎр. Кÿршĕсем тǎрǎшса ĕçлени куç умĕнчех. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни кирлех пулĕ тетĕп.

            Малалла та çавăн пек ěçлесчě пирěн, ачасен пултарулăхне аталанма пулăшасчě.