Вăйă «Пĕлетĕр-и…»

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-мĕшсемпе 6-мĕшсем хушшинче «Пĕлетĕр-и…» викторина иртрĕ. Ачасем кунта пурне те хăйсен пултарулăхĕпе, пĕлĕвĕпе, тавςăрулăхĕпе аслисене тĕлĕнтерчĕς те, савăнтарчĕς те. Кĕςĕннисен пултарулăхне хак параканĕсем 11-мĕш класс ачисем пулчĕς.

Ачасене уйрăмах ςак конкурссем килĕшрĕς: «Ваттисен сăмахне туса кăтарт», «Мĕнле уявсем?», «Ҫак чĕр чунсем мĕнле хайлавран?» тата ыттисем те. Вăйăра уйрăмах 5-мĕш класс ачисем хастар пулчĕς. Ытларах тĕрĕс хуравĕсем те вĕсеннех пулчĕς.