Манас марччĕ паттăрсене

Афганистан вăрçинчен Совет çарне илсе тухнăранпа 25 çул çитрĕ. Çак ятпа Юманай шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем музейра пулчĕç. Вĕсемпе  нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Филиппова Наталья экскурси ирттерчĕ.  Вăл мирлĕ вăхăтрах Афганистанра, Чечняра пуçĕсене хунă ентешсем çинчен каларĕ.                                                                                   Иртнĕ эрнере кăна Юманай шкул ачисем Афганистанта вилнĕ Максимов Анатолий Вниаминович ашшĕпе амăшĕ патĕнче пулчĕç. Ывăлĕ çинчен ашшĕ халĕ те куççульсĕр калаçаймасть. Максимовсем патĕнче  пулнине те каласа пачĕ Нататша хăйĕн аслă тусĕсене.                     25 çул çитрĕ… . Анчах вăрçă суранĕсем халĕ те тÿрленсех çитмен-ха. Тÿрленсе çитĕç-ши вĕсем хăçан та пулин? Нихăçан та манас марччĕ хамăр паттăрсене. Тек нихçан та ан юхтăр ашшĕ-амăшĕн куççулĕ.