Музейре

Музейре

Авǎн уйǎхěн 2-мěшě Раҫҫейри кашни шкултах  Конституци урокě иртет. Ҫак урока ирттерме Юманай шкулне тěрлě ҫěртен хисеплě хǎнасем ҫитрěҫ.  Вěсем хушшинче: Мускавра Раҫҫей  Федераци Канашěнче ěҫлекен  Николаева Галина Григорьевна, Ҫěмěрле район администрацийěн ертӱҫи Рафинов Лев Геннадьевич, Ҫěмěрле районěн халǎх депутачě Иванов Владимир Петрович. Вěсем  тěрлě классенче уроксем ирттернě хыҫҫǎн шкулǎн Историпе краеведени музейěнче пулчěҫ.

Ҫамрǎк экскурсоводсем,  6-мěш класра вěренекен Фалиппова Наталья тата  8-мěш класра вěренекен Арсентьева Наталья,  хǎнасене музейпе  паллаштарчěҫ.  Экскурсоводсем  ҫак вырǎнта пурǎннǎ халǎх хуҫалǎхěнче иртнě ěмěрте усǎ курнǎ тěрлě ěҫ   хатěрěсене кǎтартрěҫ, шкул историйěпе, ҫак шкултан вěренсе тухнǎ паллǎ ҫынсем ҫинчен каласа пачěҫ.  Чǎннипех те, Юманай шкул ачисем мухтанма пултараҫҫě хǎйсен ентешěсемпе.  Тěнчипех пěлекен Иваничев Г.А., Ундрицов М.И.  медицина докторěсене,  хальхи вǎхǎтра Мускав правительствинче, Мускаври институт преподавателě пулса ěҫлекен   Леонид  Валерьевич  Волкова  асǎнмасǎр хǎвармарěҫ экскурсоводсем.

Пуриншěн те экскурси интереслě иртрě,  хǎнасем те ҫěннине чылай пěлчěҫ тесе шутлатпǎр.