Пионерсен кунне аса илер – и?

Çу уйăхĕ уявсенчен пуян. Нумай пулмасть Çĕнтерÿ кунне халалласа стройпа шкул умĕнче утрăмăр. Ыран акă Пионер организацийĕсен кунĕ.

                                   «…Эс юлмастăн намăса,

                                   Ÿстерсех пыран ăса;

                                   Ху та хытă тăрăшан,

                                   Юлташна та пулăшан,

                                  Шав калатăн: «Вĕренер!»

                                  Ма тесессĕн – пионер…»

   Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче  шкулта вĕреннĕ чухне вăрманти уçланкăра пурте пĕрле кăвайт чĕртеттĕмĕр, вăйăсем выляттăмăр. Çул çитнĕ ачасене пионера илетчĕç. «Пионер пур ачашăн та пример» тени паянхи кунта асра. Пултаруллă ачасене грамотăсемпе, парнесемпе чыслатчĕç линейкăра. Ача чухне панă «Хастар пионер» хисеп значокĕ халĕ те анне килĕнче упранма кирлĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле тăрса фото çапăнаттăмăр. Çавăн пек çапăннă сăн ÿкерчĕк халĕ те упранать.

    Вăрмантан инçех мар аэропорт пурччĕ. Кăмăл тăвакансене самолётпа ярăнтаратчĕç. Эх, пыратăн вара çÿлтен тавралăха сăнаса. Тарăн çырмасем, анлă улăхра çÿрекен кĕтÿсем, йывăç айне путнă ялсем хыçа тăрса юлаççĕ.

    Асра юлмалли самантсем сахал мар пулнă ачалăх кунĕсенче.