Пурне те Юманай шкулĕн историпе этнографи музейне чĕнетпĕр. Килсе курăр!

      Паян çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Музей кунĕ. Юманай вăтам шкулĕнче историпе этнографи  музейĕ ĕçлет. Музей  1999-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларĕ.

     Юманай шкул музейĕ экспонатсемпе  питĕ пуян.  Шкул историйĕпе, таврари ялсен пурнăçĕпе, унти çынсемпе паллаштаракан çинчен ĕçсем питĕ нумай.  Кирек мĕнле информаци шырама учительсем тÿрех музее васкаççĕ.

    Кунта шкул вĕренсе пĕтернĕ ачасем те музее кĕрсе тухмасăр каймаççĕ. Хăйсем çинчен каласа параççĕ, сăн ÿкерчĕксем, кĕнекесем  музее парнелеççĕ.

     Музейрах  тĕрлĕ тĕлпулусем иртеççĕ.  Кăçалхи çу уйăхĕнче вăрçăпа ĕç ветеранĕпе Архипов Севастьян Михайловичпа музейра тĕлпулу иртрĕ. Çак тĕлпулура радиопа телевидении ĕçченĕсем, ветеран тăванĕсем пулчĕç. Кăшт маларах, пуш уйăхĕнче,  Чăваш Республикин Мускаври полномочнăй представителĕ, пирĕн шкула пĕтернĕ  Волков Леонид Валерьевич  шкула килсе кайрĕ. Вăл та музее кĕрсетухмасăр каймарĕ.

   Юманай шкулĕнче вĕренекенсемпе, хăнасемпе шкул ачисем  тĕрлĕ темăпа экскурсисем ирттереççĕ.  Пирĕн экскурсоводсем Мижуков Сергей (5класс), Гуломова Людмила (5 класс), Филиппова Наталья (5класс), Арсентьева Наталья (7класс).

Пурне те Юманай шкулĕн историпе этнографи музейне чĕнетпĕр. Килсе курăр!