Аслă Педагогăмăр халалне асра тытса…

                                    Вăй илтĕмĕр çĕн тĕнче тумалăх,

                                    Çитетпĕр çÿллĕ ĕмěтсем патне.

                                    Çапах нихçан, нихçан та манмĕ  халăх

                                    Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.

                                                                                     А. Алка  

    Кашни этемěн пурнăçěнче Вěрентекен пысăк вырăн йышăнать. Вěрентекен шкула килнě кашни ачана анлă пурнăç çулě çине тухма пулăшать. Тěлěнмелле çивěч, интереслě пурнăç пурăнса ирттернě пирěн  Аслă Вěрентекенěмěр Иван Яковлевич Яковлев. Йывăрлăхсене çěнтерсе пынă, ура хуракансене пăхса тăмасăр малалла талпăннă, тăван халăха ырă тăвас тесе тăрăшнă. «Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халĕ те акă манăн мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ. Юлашки тертĕме пуринчен маларах татах сире каласа хăварас тетĕп», - тесе пуçланă вăл хăйěн « Чăваш халăхне» халалне.

     Чăваш чěлхипе литератури эрнинче «Аслă Педагогăмăр халалне асра тытса…» музыкăпа литература композицине ирттертěмěр. 2 -11-мěш класра вěренекен ачасем хутшăнчěç ку мероприятие. Илемлě чăваш юррисемпе сăввисем янăрарěç паян пирěн шкулта.  Вěрентекенěмěрěн халалěнчи чылай йěркене аса илтěмěр. «Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякра тăрăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума  пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять», - çак йěркесем паянхи кунта чăна килеççě. Паянхи çамрăксен шăпах çак сăмахсене шута илсе ÿсмелле те.

     Çакăн пек пултаруллă Мăн Асаттесем тăрăшнипе ěнтě эпир, паянхи ачасем, çутă та ăшă классенче вěренетпěр. Хамăр тăван чěлхепе юрăсем юрлатпăр, сăвăсем шăрçалатпăр.  Тěрлě класра вěренекен Фёдорова Инесса, Матвеева Ольга, Петрова Татьяна хăйсем çырнă сăăввисемпе паллаштарчěç. Чăннипех те, асра юлаççě тěрлěрен темăпа  çырнă ачасен сăввисем.

    Чăваш чěлхипе литератури эрни ăнăçлă иртрě. Лекци уроксем, тавçăрулăха, тавракурăма аталантарма пулăшакан вăйăсем  ирттертěмěр; чылай сăвă йěркисене, ваттисен сăмахěсене аса илтěмěр. Асра юлмалли самантсем пулчěçех пулě тетěп.