Вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе тĕлпулу иртрĕ

Тăван çĕр-шыв ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçă тăватă çул кĕрленĕ. Тĕнче историйĕшĕн тăватă çул пĕчĕк самант кăна. Этемлĕх историйĕшĕн вара çав тăватă çул – нихçан асран тухман вăхăт, вăрăм-вăрăм çул çинче çул çинче аякран курăнсе ларакан чикĕ юпи пекех.

     Вăрçă пĕтни кĕçех 68 çул çитет. Анчах çав хăрушă çулсем çынсен чĕрисенче яланлăхах юлчĕç. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Юманай вăтам шкулĕнче вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе, Архипов Севастьян Михайловичпа,  Архипова Ольга Александровнăпа, родио тата телевидени ĕçченĕсемпе  тĕлпулу иртрĕ. Чи малтан хăнасем шкул музейĕнче пулчĕç. Унта 7-мĕш класра вĕренекен Арсентьева Наталья (Севастьян Михайловичпа  Ольга Александровнăн мăнукĕн хĕрĕ) Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине тухса кайнă Юманай çыннисем çинчен каласа пачĕ.  Севастьян Михайловичăн вăрçă çулĕсем çинчен ытларах каласа пачĕ. Ветеран вăрçă пуçланичченех Юманай шкулĕнче вĕрентнĕ. Кунтан ăна салтака илнĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çапăçăва кĕнĕ. Унăн виçĕ орден тата нумай медаль.

    Музейран хăнасем вĕренÿ кабинетне кайрĕç. 9-10 класс ачисене ветерансем иртнĕ вăрçă çинчен каласа пачĕç. Ачасем вĕсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Архипова Таня (9 класс вĕренекенĕ аслашшĕне халалласа çырнă сăввине вуласа пачĕ. 5-мĕш классем юрă юрласа савăнтарчĕç, хăнасене парнесем пачĕç. Ветерансен хĕрĕсем  те сăмах каламасăр чăтаймарĕç. Куççульпе ашшĕ тÿссе ирттернĕ вăрçă çулĕсене аса илчĕç. «Вăрçă вăхăтĕнче тăшмана хирĕç  çирĕппĕн тăма пултарнă салтаксем, халĕ сирĕн, ачасен, наркотик, эрех астивме чĕнекенсене хирĕç тăма вăй çитермелле», - терĕ Вера Севастьяновна.

Тĕлпулу ачасен чĕрисенче яланлăхах юлĕ.