Хамăрăн пуласлăх – тăван чĕлхемĕрех

      Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи, ачаран чуна çывăх чĕлхе. Тăван чĕлхере «чĕвĕл – чĕвĕл чĕкеç чĕвĕлтетĕвĕ,  шăнкăр – шăнкăр шыв шăнкăртатăвĕ, сарă ыраш сарăлтатăвĕ – пурте пур çак  «ылтăн çÿпçере, пурте пур çак  «хĕрĕх хĕлĕхлĕ, çитмĕл чĕлĕхлĕ кĕвĕре».  

     «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук…» - тесе ахальтен каламан И.Я. Яковлев. Çак пĕлĕве мĕн ачаран ÿстерсе, аталантарса пыратпăр. Пире хавхалантарса,  тĕслĕх  парса пыракансем вара – «чăваш ăс – хакăлĕпе чĕм пуянлăхне çур ĕмĕр ытла пĕр капана хывакан Купăрля ачи Николай Никольский, çав тĕшĕллĕ капана татах пуянлатакан Елчĕк йĕкĕчĕ Геннадий Волковăмăр – пурте вĕсем хамăра вăй – хăват парса тăван чĕлхемĕр куçа курăнакан сĕткен тивлечĕпе килнĕ пархатара тĕнче умне кăларса пирĕн пурнăçа малалла тăсакан чăвашсемех …»

     Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче Чăваш Республикинче кашни çулах атте – анне чĕлхине хисеплекен  ентешĕмĕрсем  Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Ĕнер кăна шкулта вĕренекен виçĕ ачапа çичĕ учитель чăвашла диктант çырнă. Ачасем кашни урокра тенĕ пекех чăвашла тĕрĕс çырассине аса илеççĕ, тĕрлĕ предметпа вĕрентекен учительсене шкул пурнăçне аса илсе диктант çырма интереслĕ пулчĕ пуль тесе шухăшлатăп.

     «Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?» - тесе ахальтен ваттисем каламан. Чăннипех те, «çак сăмахсенче чăваш чунĕ, çак сăмахсенче пурнăç саккунĕ». Текстри  Ю. Сементер каланă сăмахсем пурин асĕнче те юлĕç  тесе çирĕплетсех калас килет.

      Чăвашла малалла та çырасчĕ. Тăван чĕлхене манса  каяс  марччĕ. Яланах çакăн пек пултăрччĕ!