Яковлев урокĕсем иртрĕç

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 10-11-классенче Яковлев урокĕсем иртрĕç. И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ халь вĕренекен ачасене хавхалантарать те, тĕлĕнтерет те. Ĕмĕрне вăл чăвашсемшĕн ĕçлесе ирттернĕ. Ачасене вĕрентнĕ  кăна мар, аслисем те тĕрлĕ пулăшу ыйтма çĕршер çухрăма ун патне çÿренĕ. Кун çинчен пире М.Н.Долгов ветеран каласа парать.

Çакăн çинчен шухăшласа 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем сăвăсем хайларĕç. 

Килчĕ пирĕн тăрăха

Яковлев Иван.

Хитре, ăслă каччă

Пĕлÿ паракан.

 

Юманай ачисене

Туса пачĕ шкул çуртне.

Тăрăшса вĕренччĕр,

Нумай ăс-тăн пухчăр.

 

Безгина Настя, 10 класс.

 

 

Пысăк ăсчах çын килнĕ

Пирĕн таврана.

Пире шкулсем уçса панă

Пысĕк çын пулма.

 

Алфавитпа букварь те

Шутласа кăларнă.

Ачасене вĕрентес

Шухăшпа çÿренĕ.

 

Вăл поэт та математик,

Композитор та актер

Вĕрентсе кăларнă

Чĕмпĕр шкулĕнче.

Хăй пирки ыр ят хăварнă

Çакă тăнчере.

Чăвашсене çутта туртнă

Пĕтĕм чунĕпе.

 

Хамăр таврара ăна

Пирĕн манас марччĕ.

Ăш сăмахсемпе кăна

Асăнса пурнасчĕ.

Белов Дима, 10 класс.

 

Килнĕ Юманай ялне

Хитрескер, яш каччă.

Аслă Чĕмпĕр хулинчен

Пит ĕçчен инспектор.

Сергеева Наташа, 10 класс.