И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнě май…

Вĕрентсе пырать пире ăса –

                                           Парса хăварнă асатте халалĕ!

                                           Тăвалла пулсан та малалла!

                                           Çĕкленет чăваш чĕлхи хăвачĕ!

 

    Шкулта чăваш чěлхипе литератури эрни пуçланчě. Яланхиллех И.Я. Яковлев юбилейěпе тÿр килеççě пирěн тăван чěлхепе ирттерекен мероприятисем. Кашни класрах çак юбилея халалласа калаçу, лекци урокěсем ирттерме палăртнă.

    Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, пирěн Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн Патриархăмăр - çак чаплă сăмахсем пурте паян Иван Яковлевич Яковлев çинчен.

    Çулсеренех ака уйăхěнче чăвашсем пурăнакан тěрлě вырăнсенче Аслă Педагогăмăра халалласа Чăваш чěлхи кунне ирттереççě. Çав кун илемлě чăваш юррисемпе сăввисем янăраççě.

     Иван Яковлевич уçнă Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕ чăваш халăхĕн наци туйăмне çĕклес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Çĕршер ăста учитель, чăваш писателĕсемпе поэчěсем, журналистсемпе композиторсем, артистсемпе ученăйсем… - нумайăшĕ - çак шкултан вĕренсе тухнă. Ахальтен мар пуль, «чăваш шкулě пирěншěн хěвел пулса тăчě», «чăваш шкулě хресчен куçне уçрě» - тенě сăмахсем упранса юлнă.

      И.Я.Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕ Чĕмпĕрти шкул пурнăçĕпе кăна çыхăнман. Вăл тăрăшнипех акă Чăваш Енри тěрлě  ялсенче шкулсем уçăлнă. 1902 çулта Юманайсене шкул çуртне тума И.Я. Яковлев пулăшнă.

      Иван Яковлевич Яковлев ячě сумлă та хисеплě. Унăн сăваплă ěçě-хěлě, «Чăваш халăхне» халалě яланах асра.