«Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем – 4» конференцие хутшăннă май

Паян, акан 18-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх университечěн  чăваш филологийĕпе культура факультечĕнче  шкул ачисен «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем – 4» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Юманай шкулěнчен икě ача хутшăнма кăмăл турěç ăслăлăх форумне.

     8-мěш класра вěренекен Григорьева Екатерина ěмěр каçалăкě урлă каçнă çыравçă Валентина Элпи пултарулăхěн хăйнеевěрлěхěпе паллаштарчě. «Çак тěпчев ěçни пуçăнни питě актуаллă, мěншěн тесен Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 20 ытла кĕнеке авторě, 2 ача амăшĕ, 4 мăнукĕн кукамăшĕ, 7 шăпăрланăн мăн кукамăшĕ Валентина Элпи 100 çул тултарчĕ. Чăваш çыравçисенчен çак ÿсĕме çитекен пулман, Валентина Элпипе пĕр çулалли хĕрарăм-çыравçă та урăх çук пирĕн республикăра. Çыравçă чěлхи сăнарлă. Кашни йěркинче тенě пекех вěрентсе калани, чăваш халăх йăли – йěркине палăртни курăнать. Тăван халăхăмăрăн историйĕ, йăли – йěрки учебниксенче кăна мар,  илемлě литература произведенийěсенче те упранса юлнă. Çамрăк ăрусен халăхăн иртнĕ пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ çинчен пĕлмеллех. Çакна шăпах Валентина Элпи произведенийěнче тěплěнрех пěлме пулать тесе шутлатпăр.», - çакăн пек пěтěмлетÿ турě Катя.

    Игнатьева Надежда вара 10-мěш класра вěренет. Пěрремěш хут вăл çакăн пек республика шайěнчи конференцие хутшăнчě. Хумханни сисěнчě пулсан та комисси членěсен ыйтăвěсем çине çирěп хуравсем пачě. «Каçхи тĕнче хуçи çут уйăх...» «Çĕрпе тӳпе патши – Хěвел» темăна суйласа илнě Надя. Тěпчев ěçěн теми шăпах Геннадий Юмартпа Юхма Мишши сăввисенчен илнě цитатăсем пулчěç. Халăх хушшинче çÿрекен чылай ваттисен сăмахěсемпе каларăшсенче, сăнавсемпе тупмалли юмахсенче, тěрлěрен юмах-халапра тěл пулаççě Уйăхпа Хěвел сăнарě. Çак темăна туллин уçса панă Надежда.

    Конференцие республикăн тěрлě кěтесěсенчен пуçтарăннă ачасен доклачěсене итлеме питě интереслě пулчě.Чăннипех те, ěçлеççě,  тăрăшаççě шкул аисем. Вěрентекенěсем хавхалантарса пыни те курăнсах тăрать. Пурне те малти вырăнсем тивěçмерěç пулсан та çěнě çынсемпе, пěр – пěрин опычěпе  паллашни паха.  Çитменлěхсем пирки те асăрхаттарчěç комисси членěсем. Çакăнтанах вěренсе пыратпăр ěнтě тěпчев-шырав ěçěсем тума. Яланах çакăн пек пултăрччě.