Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ. Ачашăн тăван чĕлхе питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе пулăшнипе пĕлÿ пухать, аталанать. Ахальтен мар чăвашсен аслă вĕрентекенĕ, Иван Яковлевич Яковлев, тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук тет.
Юманай вăтам шкулĕнче аслă классем хушшинче тавлашу урок пулчĕ. Пурне те пĕр ыйту кăсăклантарчĕ: « Тăван чăваш чĕлхи кирлĕ-и пире?»
Ачасен тĕрлĕ шухăш пулчĕ. Кирлĕ мар текенсем те тупăнчĕç. Анчах çак шухăш нумайăшне килĕшмерĕ.
Петров Дима (11класс) шухăшĕпе, ачана ашшĕ-амăшĕ вырăсла калаçтарса ÿстерет, ача пĕлÿ илет, çитĕнет, аслă шкулта та вĕренет . Анчах хăш халăх çынни пулать? Юнĕ чăваш, характерĕ чăваш, тăванĕсем чăваш. Чĕлхипе кăна вырăс. Кам вăл?
« Ачана чăваш ашшĕ-амăшĕ вырăсла вĕрентсе мĕн параяççĕ-ши? Сăпка юрри мĕнле чĕлхепе юрлать-ши амăшĕ? Кушай, нельзя сăмахсемсĕр пуçне мĕн илсе çитĕнет ача? Ашшĕ-амăшĕн чунри сисĕм-туйăмĕсене курса ăнланакан пулĕ-ши?», - çак ыйтусене пачĕç вуннăмĕшсем.
Вольтер каланă: «3-4 çул хушшинче Европăри чĕлхесене вĕренме пулать, анчах тăван чĕлхене ĕмĕрĕпех вĕренмелле». Эпир вара калаçма та вĕренесшĕн мар.