Паллă карап ăстине асăнса…

Паллă карап ăстине асăнса 2013 çулта Чăваш Республикинче чылай мероприяти  иртĕ.  Çурла уйăхĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр - карап тăвас енĕпе ĕçленĕ учёнăй, математик, инженер  Алексей Николаевич Крылов – çуралнăранпа 150 çитĕ.

    А.Н. Крылов Пăрачкав районне кĕрекен Висяга  ялĕнче çуралнă. Тинĕс училищинче, Тинĕс çар академийĕнче пĕлÿ пухнă Чăваш ен каччи. Унăн ăслăлăх ĕçĕсем Раççей карапĕсене çаврăнăçуллăрах тата çирĕпрех тума май панă. Çавна май,  унăн наукăри çитĕнĕвĕсем  карапсем тăвас ĕçре паян кун та чи пахисен шутĕнче тесе çирĕплетсех калама пулать.

    Ахальтен мар пуль,  акăлчансен  карап тăвас енĕпе ĕçлекен инженерсен обществи хăйĕн историйĕнче пуçласа  Раççей   учёнăйне – А.Н. Крылова – ылтăн медаль парса чыс тунă.

    А.Н. Крылов  ячĕ тĕнчипе паллă. Вăл тунă хисеплĕ ĕçсем яланах пирĕн асра пулĕç. Социализмла Ĕç Геройĕ, Сталин премийĕн лауреачĕ, çар флочĕн генерал лейтенанчĕ, академик ятне илме пултарнă  паллă ентешĕмĕрпе  Алексей Николаевич Крыловпа эпир, чăннипех те, мухтанатпăр.