Тавах сире, ветерансем

       

    Вăрçă çулěсем… Мěнле йывăр та хăрушă пулнă вěсем. Пин - пин çын выртса юлнă вăрçă хирěнче.

    Манăн асаннен ашшĕ, Пётр Васильевич Егоров, вăрçăччен Юманай тăрăхĕнчи «Ураваш» хуçалǎхǎн ертÿçи пулнǎ. Ураваш шывĕ хĕрринче гидроэлектростанци тума ĕмĕтленнĕ. Хаяр вăрçă пĕтĕм ĕмĕтсене пĕтерсе хунă. Асанне ашшĕне вăрçа илсе тухса кайсан тепĕр уйăхран çуралнă. Ашшĕне пĕрре те курман. Пётр Васильевич Ленинград блокадинче хыпарсăр çухалнă. 2 çыру çырса яма çеç ĕлкĕрнĕ.

   Асаттен ашшĕ те Иван Яковлевич Григорьев вǎрçǎра пулнǎ. Вǎрçǎчченех салтакран сержант званипе таврǎннǎран ǎна тÿрех миномётчиксен командирне лартнǎ. Ладога шывĕ хĕрринче вĕсем минǎсем лартса çÿренĕ, Ленинград хулине хÿтĕленĕ.

    1942 çулта снаряд лексе аманнǎ вăл, тǎна çухатнǎ. Юсанма ǎна Пермь госпитальне янǎ. 8 уйǎх выртма тивет ǎна госпитальте. Çакǎн хыççǎн мăн асаттене киле яраççĕ. Вǎл ĕмĕрлĕхех уксак пулса юлнǎ. Мĕн ватǎличченех вǎл ветеринар пулса ĕçленĕ.

    Эпĕ хамăн мăн асаттесемпе тивĕçлипех мухтанатăп. Вĕсем пирĕн пуласлăхшăн çапăçнă, паттăрлăх кăтартнă.

   «Тавах сире, ветерансем», - тетпĕр халь эпир. Çĕре çити пуçа таятпăр.