Тăван халăхăн иксĕлми паттăрлăхĕ яланах асра

   

Хаяр вăрçă çулĕсем хыçала та хыçала юлса пыраççĕ. Çапах та тǎван халǎхǎн иксĕлми паттǎрлǎхĕ ĕмĕрлĕхех асра юлать.

   1941 çулхи çĕртме уйǎхĕн 22- мĕшĕнче фашистла Германи Тǎван çĕр - шыв çине сĕмсĕррĕн тапǎнса кĕнĕ. Ватти те, çамрǎкки те – пурте пĕр пулса усал тǎшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнǎ.  Хǎвǎртрах вǎрǎ – хурахла тапǎнса килнĕ фашистсене çапса аркатас тĕллевпе фронта тухса кайнǎ. Кашни киле тенĕ пекех вилĕм хутне килсе панǎ. Камǎн упǎшки, камǎн ывǎлĕ вǎрçǎ хирĕнчен таврǎнайман.

    Пирĕн Юманай тǎрǎхĕнчен вǎрçа çемйипе тухса каякансем те сахалах пулман. Фронта тухса кайнǎ 500 ытла çынран 306 - шĕ таврǎнайман.

    Уй пуç Ялтǎра ялĕнчи Пётр Николаевич Яковлев çартан тÿрех фронта лекнĕ. 1941 çулхи çурла уйăхĕн 23 – мĕшĕнче ǎна вǎрçа илсе кайнă, вǎл  Витебск, Демидов, Смоленск, Ярцево, Дорогобуш, Белая Сычовка, Ржев, Сталинград хулисемпе ялĕсене ирĕке кǎларнǎ çĕре хутшǎннǎ.  Румыни, Венгри, Чехословаки çĕр – шывĕсем урлǎ ирсĕр фашистсене мĕн Германие çитичченех хǎваласа кайнǎ. Çĕнтерÿ кунне 1945 çулхи майǎн 16 - мĕшĕнче Влтава шывĕ хĕрринчи Хоцерады ялĕ патĕнче кĕтсе илнĕ. Анчах та служба кунпах вĕçленмен- ха. 1945 çулхи июнĕн 23 – мĕшĕнче ǎна хĕвел тухǎç еннелле янǎ. Пётр Николаевич Япони вǎрçине хутшǎннǎ.  Вĕсен  дивизийĕ  Гоби пушхирĕ. Большой Хинган ту хырçи урлǎ утса каçнă. Хĕвелтухăç Китайĕнче вĕсем аслă Китай стенине курнă. Тǎван киле 1946 çулта кǎна таврǎнма тивнĕ.

     Çапǎçусенче паттǎрлǎх кǎтарнǎшǎн Пётр Николаевича  «Красная звезда», «За отвагу», «За победу над Германией», «За победу над Японией»… тата ытти орденсемпе медальсемпе наградăланă. Вǎрçǎра пулни пĕр йĕрсĕр çухалмасть çав. Хальхи вǎхǎтра ĕçпе вǎрçǎ ветеранĕ Пётр Николаевич Яковлев пирĕнтен уйрǎлса кайнǎ ĕнтĕ.

    Вăрçă суранĕ хăйĕннех тăвать. Хăйĕн çинчен аса илтерсех тăрать. Кăçал акă Сталинград хулине ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитрĕ. Манас марччĕ пирĕн  вăрçă паттăрĕсене чыслама. Эпир вĕсем умĕнче ĕмĕрлĕхех парăмра пулнине манас марччĕ.