Тăван ен культурипе интересленекенсен олимпиадинче

Паян тăван ен культурипе интересленекен ачасем район олимпиадинче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Тăван республикăмăрăн историйĕпе, культурипе, чăваш халăхĕн йăли – йĕркипе çыхăннă заданисем çине хурав пама тиврĕ 7-9- мĕш класра вĕренекен ачасен. 7-мĕш класра вĕренекен ачасем те аслисенчен юлмарĕç, вĕсенчен  ытларах балл пухакансем те пулчĕç. Олимпиада заданийĕсем  пуриншĕн пĕр пек пулни те пăхмарĕç вĕсем.

       Юманай шкулĕнчи асăннă класри Наталия Арсентьевăпа 9-мĕш класра вĕренекен Денис Исаков та  2-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.  Малашне те  тĕрлĕрен конкурссемпе олимпиадăсем ăнăçлă иртессе шанас килет. Яланах çакăн пек пултăрччĕ!