Тăван ен кĕввисем

Раштав уйăхĕ çитрĕ ĕнтĕ. Урамра пĕрре юр, тепре çумăр çăвать. Тĕлĕнмелле  мар-и?  Шутарсах ÿкерет тата.

     Ак паян та пăрлак çул тăрăх Çĕмĕрле еннелле кайма тухрăмăр. Телее,  автобусĕ те тупăнчĕ. Чиперех çитрĕмĕр Çĕмĕрле ялне. Паян вырăнти шкулта район шайĕнче сăвă вулакансен конкурсĕ иртмелле.

     Конкурса Раççей историйĕн çулталăкне халалланă. Паллă чăваш поэчĕсен сăввисем ытла та чуна пырса тивеççĕ. Тăван ен кĕвви, чăннипех те, илемлĕ.

     Ачасен пултарулăхне тĕрлĕрен номинацисенче хакларĕç  жюрире ларакан чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем. Сăмах май, Юманай шкулĕнче вĕренекен маттур хĕр упраçсем те конкурсра хăйсен уçă та янăравлă сассисемпе итлесе ларакансене чылайăшне кăмăла кайрĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Константинова Марина А. Воробьёв сăвăç юбилейне халалласа «Çурхи хирте»  тата хăй çырнă «Хĕллехи вăрман» сăвăсене питĕ илемлĕ каласа пама пултарчĕ. Вăл çамрăк авторсен хушшинче чи маттурри пулчĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Петрова Диана А.Кăлкан çырнă «Наян Кампур» юптарăва каласа мала тухрĕ. Аслă классем хушшинче вара 10-мĕш класри Игнатьева Надежда палăрчĕ. Маттур, Юманай пикисем! Вĕсене малашнехи конкурссене  хутшăнма çирĕп вăй-хал, хавхалану сунас килет.