Кĕр сăри

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Юманай шкулĕн 6, 7-мĕш класĕсенче вĕренекен   ачасене  Юманайĕнчи Культура çуртне чĕнчĕç. Эпир пынă чух унта халăх пухăнма ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, сцена çинчен библиотекарĕн  уçă сасси илтĕнчĕ те. Вăл пурне те Кĕр сăри уявне чĕнет. Часах сцена çине килнĕ хăнасем пуçтарăнчĕç.

 Чи малтанах Михайлова Анна Дмитриевнăпа  Кульев Георгий Аврамович (иккĕшĕ те учитель ветерансем) кĕлĕ сăмахĕсене каларĕç. Унтан Георгий Аврамович «Алран кайми аки-сухи» юрра пуçларĕ. Ку юрă гимн пекех илтĕнчĕ. Малалла халăх юррисем янрарĕç. Ачасене кулăшларах ташлани те килĕшрĕ. Уяв ачасене питĕ савăнтарчĕ.

Культура керменĕнче ĕçлекенсене çак уява хатĕрленĕшĕн, шкул ачисене чĕннĕшĕн чĕререн тав тăватпăр. Малашне те интереслĕ, тулли содержаниллĕ мероприятисем хатĕрлеме вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.