Пурте пĕр пулар-и?

       2012 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче  И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕ Раççей шайĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ ирттерчĕ. Хальхи вăхăтри  наци литератури аталанăвĕнче тĕл пулакан чи кăткăс ыйтусене  хускатрĕç, йывăрлăхсене пĕтермелли мелсем сĕнчĕç Мари, Пушкăрт,Чулхула тăрăхĕсенчен, тăван республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен килнĕ наука ăстисем, учительсем, студентсемпе аспирантсем. Кашниех чунра капланнă шухăшсене палăртма тăрăшрĕ.

    Сăмах май, «Наци культури  аталанăвĕн тендецийĕсем» секцие филологи наукисен  кандитачĕ  Виталий  Петрович  Станьял  ертсе пычĕ. «Хальхи вăхăтра чăваш çыравçисен хайлавĕсенче вулакана тыткăнлама пултаракан сăнарлăх  сахал. Чăвашлăх çукки сисĕнет. Пуян, укçа тума пултаракан çынна ытларах  мухтаççĕ литературăра. Нĕрсĕрлĕхе кăтартмалла мар. Чун хапăлне кăтартма тăрăшмалла. Хальхи çыравçăсен халăх хушшине тухса çӳремелле, халăх нушипе пурăнмалла. Чӳречерен пăхса ларса çырмалла мар», - тесе палăртрĕ вăл.

     Конференцие хутшăнакансене  наци  литературин пуласлăхĕ чылай пăшăрхантарать. «21-мĕш ĕмĕре кĕтĕмĕр. Чăваш литературинче чылай улшăнусем, çĕнĕрен çĕнĕ ятсем палăраççĕ. Чăваш çыравçисем те пурнăç таппипе пĕр тан пыма тăрăшаççĕ. Мĕнлерех илемлĕ кĕнекесем пичетленсе тухаççĕ тата. Вула та вула.Шел пулин те, хальхи çамрăксем алла кĕнеке тытса ларас вырăнне ытларах компьютер еннелле туртăнаççĕ. Электронлă вĕренӳ кĕнекисене вулаççĕ мар-и? Ачан вулас туртăмне мĕн пĕчĕкрен аталантармалла, тăван халăхăмăрăн пуян сăмахлăхĕпе ытларах паллаштармалла. Чăваш халăх сăмахлăхĕ пуян   та  иксĕлми. Мĕн чухлĕ ырă шухăш, мĕн чухлĕ ăса вĕрентекен йĕрке  çук пулĕ тăван халăхăмăрăн. Кашни йĕрки хăйне май пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсем çине таянса кашни учитель вĕрентÿ ĕçне те, çав вăхăтрах воспитани ĕçне те кирлĕ пек туса пыма пултарать. Ачан кăмăл – туйăмне витĕм кÿме пултаракан  тĕслĕхсем чăваш халăхĕн питĕ нумай. Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе усă курни чăваш литературине чылай сăнарлăрах тăвать. Çакăн пек пуян материал çине таянса пĕлÿ тата воспитани  пама майĕ те пур. Чăваш литературинче малашне те ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшакан хайлавсем пичетленччĕр. Чăваш çыравçисен ытларах несĕлĕмĕрсен витĕмлĕ сăмахĕ çине таянса ĕçлесчĕ. «Ҫемье пурнǎçĕ тĕлĕшĕпе ваттисем каланǎ сǎмаха чǎваш халǎхĕ ялан та хытǎ тытса тǎнǎ. Çак пурлǎха лайǎх сыхласа пурǎнǎр», -  тесе каланǎ И.Я. Яковлев сǎмахĕсене яланах асра тытса тăрасчĕ», - тесе палăртрĕ Юманай шкулĕнче  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.А. Григорьева хăйĕн «Чăваш литературинчи несĕлĕмĕрсен витĕмлĕ сăмахĕ» докладĕнче.   

      Конференцие хутшăнма майсем туса панăшăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетне, чăннипех те, пысăк  тав сăмахĕ калас килет. Вĕрентӳ ĕçĕнче тăрăшакан учительсен пĕр-пĕринпе тăтăшах тĕл пулса калаçмалла, мĕншĕн тесен сӳтсе явмалли, пăхса тухмалли ыйтусем хальхи вăхăтра сахал мар. Пурте  пĕр пулсан кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать.

                                                        Григорьева Зоя Аркадьевна, учитель чувашского языка и литературы