Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли вăхăт çитнĕ мар – и?

       Юпа уйăхĕ вĕçленчĕ теме те юрать. Икĕ уйăх вĕрентĕмĕр те ĕнтĕ.  Кĕçех каникул кунĕсем пуçланĕç.

       Юманай шкулĕнче  юпа уйăхĕнче   тĕрлĕрен предметсемпе олимпиадăсем ирттерчĕç  учительсем. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли вăхăт çитнĕ мар – и?  7- 8-  мĕш класра вĕренекен ачасем те акă чăваш чĕлхипе тата литературипе  ирттерекен олимпиадăна хастар хутшăнчĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Арсентьева Наталийăпа Логинова Фаина тата 8-мĕш класри Ванина Марийăпа Матвеева Ольга пуринчен те тавçăруллăраххисем пулчĕç. Çамрăк хĕр упраçсене малти вырăнсене йышăнма пултарнăшăн  çитес линейкăра Хисеп хучĕсемпе чыслăпăр.

        Районта предмет олимпиадине ирттермелли графика та палăртнă ĕнтĕ.               Апла пулсан  халĕ пирĕн тăрăшмалла та тăрăшмалла. Яланах çакăн пек пултăрччĕ!