Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнăранпа 45 çул çитнĕ май…

     

Юпа уйăхĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Ĕнер кăна çумăр вĕтĕртетнĕ пек туйăнатчĕ. Паян хĕвеллĕ çанталăк. Утатпăр васкаса автобус чарăнакан вырăналла. Ара, паян Шупашкара каятпăр мар – и? Паян Чăваш патшалăх университетĕнче  «Ашмарин вулавĕсем - 8» пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртмелле.

               Темиçе кун хатĕрлентĕмĕр  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнăранпа 45 çул çитнине, кандидат диссертацийĕсене хÿтелекен канаш уçăлнăранпа 20 çул çитнине халалланă конференцие кайма. Ку  конференцие наука ăстисем çĕр-шывăн пур кĕтесĕсенчен пуçтарăннă. Республикăн тĕрлĕ районĕсенче пурăнакан шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем те килнĕ.

              Юманай шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Архиповăпа Константинова Марина та çак вулава хутшăнма пултарчĕç. Тăхтав хыççăн шкул ачисемпе чăваш филологийĕпе культури факультетĕнче вĕренекен студентсем  К.Иванов тĕпелĕнче паллă чăваш поэчĕн  Алексей Воробьёвăн сăввисемпе хăйсем çырнă сăввисене вуларĕç. Сăмах май,  паллă поэтăмăр çуралнăранпа 90 çул çитет. Марина  Константинова А.Воробьёвăн «Çурхи хирте» сăввине тата хăй çырнă «Хĕллехи вăрман» сăвва  хавхаланса вуларĕ. Тĕрлĕ çулсенче çырнă поэтăн сăввисем çав тери илемлĕн  янăрарĕç.

            Сăвă конкурсĕ вĕçленнĕ хыççăн студентсемпе  вĕренекенсем конференци ĕçне уйрăм секцисенче  малалла тăсрĕç. Вĕсем тĕрлĕ темăпа çырнă хăйсен  тĕпчев – шырав ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Кашни ĕç хăйне май интереслĕ. Татьяна Архипова  акă «Пирĕн йăхри паллă çынсем» тěпчев ěçне Çěмěрле, Вăрнар, Элěк, Красноармейски районěсенче çуралнă тăвансен асаилěвěсем çине таянса çырнă. Паянхи наукǎпа практика конференцийě Николай Иванович Ашмарин   ячěпе çыхǎннǎ. «Тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ чăваш халăхĕн  асне хăйĕн 17 томлă словарĕпе кĕрсе юлнă. Мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх, тĕлĕнмелле паха материал тупма пулать çак словарьте. Николай Иванович Ашмарин словарĕсем маншăн ал айĕнчи кĕнекесем пулнă», - çакăн пек йĕркесем тĕл пулаççĕ мěн пенсие тухиччен Юманай шкулěнче чăваш чěлхипе литература учителě пулса ěçленě  Ольга Александровна Архипова аса илĕвĕнче. Татьяна хăйĕн асламăшĕн чылай аса илĕвне кĕртнĕ асăннă тĕпчевшырав ĕçне.  Пĕрремĕш хут çакăн пек республика шайĕнчи конференцие хутшăнчĕç хĕр упраçсем. Чылаййăн пуçтарăннă паянхи Ашмарин вулавне. Чăваш ачисем Чăваш енĕн сăмахлăхне, йăлийĕркине, историне тĕпчени, çĕннине пĕлме тăрăшни, чăннипех те, савăнтарать.

             Чăваш филологийĕпе культури факультечĕ кашни çулах республика шайĕнче шкул ачисем валли тĕрлĕрен конкурссем ирттерет, тĕрлĕрен парнесемпе дипломсемпе хавхалантарать. Хальхинче те ачасен кăмăлне тивĕçтерме парнесем хатĕрленĕ факультетра ĕçлекенсем. Малашне те çакăн пек университетра республика шайĕнче тĕрлĕрен уявсем ирттерессе шанас килет. Пирĕн те Юманай шкулĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсен тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнма вăйхал çиттĕрччĕ. Яланах çакăн пек пултăрччĕ!