Шав калатăн: «Вĕренер!» Ма тесессĕн – пионер…

                                   «…Эс юлмастăн намăса,

                                   Ÿстерсех пыран ăса;

                                   Ху та хытă тăрăшан,

                                   Юлташна та пулăшан,

                                  Шав калатăн: «Вĕренер!»

                                  Ма тесессĕн – пионер…»

    Çиччĕмĕш класра вуланă П.Хусанкай çырнă «Тăван çĕршыв» поэмăри йĕркесем ачалăхри кунсене аса  илтерчĕç.

    Çу уйăхне ача чухне чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Тăнăçлăхпа ĕç уявĕ яланах савăнăçлă иртнĕ. Сахал мар ял тăрăх хĕрлĕ ялав йăтса патриотла юрăсем юрласа утнă. Элĕк районĕнчи пĕтĕм Мăн Ямаш шкулĕ утатчĕ.

   Çĕнтерÿ кунĕнче тата орденсемпе медальсем çакнă ветерансем çине тĕлĕнсе пăхаттăмăр. «Çавăн чухлĕ награда илме нумай çапăçма тивнĕ ĕнтĕ», - тесе шутлаттăмăр. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пионер организацийĕн кунĕнче вара вăрманти уçланкăра пурте пĕрле кăвайт чĕртеттĕмĕр, вăйăсем выляттăмăр. Çул çитнĕ ачасене пионера илетчĕç. «Пионер пур ачашăн та пример» тени паянхи кунта асра. Пултаруллă ачасене грамотăсемпе, парнесемпе чыслатчĕç линейкăра. Ача чухне панă «Хастар пионер» хисеп значокĕ халĕ те анне килĕнче упранма кирлĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле тăрса фото çапăнаттăмăр. Çавăн пек çапăннă сăн ÿкерчĕк халĕ те упранать.

    Чи асра юлмалли самант вара маншăн самолётпа вĕçсе çаврăнни пулнă. Вăрмантан инçех мар аэропорт пурччĕ. Кăмăл тăвакансене самолётпа ярăнтаратчĕç. Эх, пыратăн вара çÿлтен тавралăха сăнаса. Çырма тĕлне çитсен самолёчĕ аялалла туртăнатчĕ. Хăранипе чĕре йăшт! туса илетчĕ. Ýкессĕнех туйăнатчĕ. Çапах та черет тăрсах кашни çулах самолётпа ярăннă. Çакăн пек уявланă ача чух май уявĕсене.