Асрах-ха вăрçă çулĕсем!

  Вăрçă çулěсем… Мěнле йывăр та хăрушă пулнă вěсем. Пин - пин çын выртса юлнă вăрçă хирěнче. Снаряд, пăшал сасси чěрене çурнă. Кěç- вěç вилěм аллине çакланас хăрушлăх кашни утăмрах асăрхаттарнă. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă.

  Пирĕн тăрăхран тăватă хĕр – Перасковья Захаровна Шипеева, Нина Васильевна Давыдова, Фёкла Степановна Давыдова, Матрёна Семёновна Самсонова -Тăван çĕр – шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вĕсенчен пĕри – Юманай ялĕнче çуралса ÿснĕ Матрёна Семёновна.

   Чи малтанах вăл связиста, телефонисткăна  вĕренет. Белоруссие, Латвие, Украинăна, Польшăна, Румыние, Германие ирĕке кăларнă çĕре  хутшăнать. Белоруссире çапăçнă чух ăна амантаççĕ, Матрёнăна икĕ уйăх хушши госпитальте выртма тивет.

  Харсăр  связистка çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн «За боевые заслуги», «За взятие Кенисберга», «За победу над Германией»… - чылай наградăна илме тивĕçлĕ пулнă.

  Вăрçă çулĕсем хыçала та, хыçала юлса пыраççĕ.   Шел пулин те, вăрçăра пулнă салтаксем те сахаллансах юлаççĕ.

   Хаяр вăрçă пĕтерет халăха, аркатать, çунтарса кĕллентерет ялсемпе хуласене. Çавăнпа та эпир вăрçа хирĕç юрă- кĕвĕ çыратпăр, вăрçă паттăрĕсене мухтаса юрăсем юрлатпăр. Эпир хамăр мирлĕ вăхăтра çуралса ÿснишĕн савăнса пурнатпăр. «Тавах Сире, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, пире телейлĕ пурнăç туса панишĕн!» - тесе çĕре çити пуçа таятпăр. «Тĕп пултăр вăрçă! Ан пултăр вăрçă нихăçан!» - тетпĕр.