Телейлĕ пурнăçа шанса!

 

Телейлĕ пурнăçа шанса

кĕрешнĕ ват асаттесем.

      Чакман пĕр шит те хыçала,

      малтан малах кайнă вĕсем.

 

   Хаяр вăрçă çулĕсем хыςала та хыçала юлса пыраççĕ. Çапах та тǎван халǎхǎн иксĕлми паттǎрлǎхĕ ĕмĕрлĕхех асра юлать.

   1941 çулхи çĕртме уйǎхĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи Тǎван çĕр - шыв çине сĕмсĕррĕн тапǎнса кĕнĕ. Ватти те, ςамрǎкки те – пурте пĕр пулса усал тǎшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнǎ.  Хǎвǎртрах вǎрǎ – хурахла тапǎнса килнĕ фашистсене çапса аркатас тĕллевпе фронта тухса кайнǎ. Анчах та тǎшман парǎнасшǎн пулман. Аркатнǎ, ишнĕ пирĕн хуласемпе ялсене. Ним айǎпсǎр çынсене вĕлернĕ. Кашни çемьенех вǎрςǎ инкекĕ пырса лекнĕ ун чух. Пĕчĕк ачасем ашшĕсĕр тǎрса юлнǎ. Пурте каялла тǎван киле çĕнтерÿпе таврǎнайман. Кашни киле тенĕ пекех вилĕм хутне килсе панǎ. Камǎн упǎшки, камǎн ывǎлĕ вǎрçǎ хирĕнчен таврǎнайман.

   Çĕмĕрле тǎрǎхĕнчен вǎрςа тухса кайнǎ 11 пин те 164 çынран 4033 салтак çапǎçу хирĕнчех выртса юлнǎ, 2292 çын хыпарсǎр çухалнǎ.

   Пирĕн Юманай тǎрǎхĕнчен вǎрςа çемйипе тухса каякансем те сахалах пулман. Фронта тухса кайнǎ 500 ытла çынран 306 - шĕ таврǎнайман. 

    Манǎн асаннен ашшĕ, Пётр Васильевич Егоров, вǎрçǎ пуçланнǎ чухне «Ураваш» хуçалǎхǎн ертÿçи пулнǎ. Тырǎ вырнǎ вǎхǎтра вǎрçа илсе кайнǎ ǎна. Мĕн военкомата тухса кайиччен уйра пуç çĕклемесĕр тырǎ вырнǎ вǎл, каç еннелле вара Вǎрнар станцине тухса кайнǎ. «Аттен виçĕ ача юлнǎ,  аслǎ пичче 12 çулта кǎна пулнǎ, эпĕ çуралма ĕлкĕреймен – ха ун чухне. Арçын ача çуралсан Николай ятлǎ, хĕрача çуралсан Юля ятлǎ хурǎр тесе хǎварнǎ вǎл. Атте вǎрçǎра стрелок пулнǎ, Курск, Ленинград çывǎхĕнче çапǎçнǎ. Ладога патĕнче, «Пурнǎç çулĕ» текен вырǎнта снайпер пулнǎ. Хǎйĕн çырǎвĕнче 1943 çулта çакǎн пек çырнǎ: «Кураксем нумай вĕçеççĕ, тигрсем питĕ шǎллǎ, чǎтайсан аванах пурǎнǎпǎр,. Ачасене ан чирлеттер, упра. Эпир вǎрçǎра çĕнтеретпĕрех», - тенĕ. Икĕ виç кĕтеслĕ çыру кǎна килнĕ фронтран. Çырма та юраман пулĕ. Çакǎн пек ытарлǎ сǎмахсемпе кǎна çырнǎ. 1943 çул хыççǎн урǎх çырусем пулман. Архивра та тупаймарǎмǎр. Манǎн атте Ленинграда хÿтĕлекенсенчен пĕри пулнǎ. Эпĕ унпа мухтанатǎп, вǎл çĕр – шыва хÿтĕлесе вилнĕ. Анчах та манǎн тепĕр чухне унǎн мǎнаçлǎ, кĕрнеклĕ аллинче пулса, унǎн кǎкǎрĕ çумне тайǎнса «эпир, санǎн ачусем, пурǎнатпǎр, санǎн ятна ямастпǎр»,- тесе калас килет. Атте, эпир сана яланах кĕтетпĕр, вырǎну канлĕ пултǎр санǎн», - куççуль витĕр аса илет иртнине манǎн асанне Юманай ялĕнче пурǎнакан Юлия Петровна Григорьева.

   Вăрçă суранĕ хăйĕннех тăвать. Хăйĕн çинчен аса илтерсех тăрать. Кĕçех усал тăшмана çĕнтернĕренпе 67 çул çитет. Манас марччĕ пирĕн  вăрçă паттăрĕсене чыслама. Эпир вĕсем умĕнче ĕмĕрлĕхех парăмра пулнине манас марччĕ.