Чăваш чĕлхи эрнинче пурте пĕр пулар…

    Чăваш чĕлхипе литератури эрни иртсе кайрĕ тесен те юрать. Палăртса хунă мероприятисемпе конкурссене ирттернĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕтĕмлетÿ тума та юрать. Мĕнлерех ĕçсем тума палăртнăччĕ-ха эпир?

    Чи малтанах тунти кун (йывăр кунне пăхмасăрах) Юманай ачисем халăх хушшинче çÿрекен каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене, пĕрер çавра  сăвă е такмак, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене  пĕлеççĕ-и-ха тесе ир-ирех конкурс ирттертĕмĕр. Маттур иккен, чăнах та, пирĕн шăпăрлансем терĕмĕр вара конкурс хыççăн. Шăпăрлансем тенĕрен, пиллĕкмĕш классем ыттисенчен пултаруллăрах пулнине кăтартрĕç. Паллах,  вунпĕрмĕшсене çитеймерĕç, анчах та тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тĕп-тĕрĕс палăртма пултарчĕç. Аслисем аслисемех ĕнтĕ.

     Юманай шкулĕнче,  ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче,  «Ыр вăрлăхран ыр çимĕç» литературăпа музыка уявĕ пулса иртрĕ. Пурте пĕрле чун каниччен юрларăмăр, сăвăсем каларăмăр, ташласа та илтĕмĕр, шÿтлеме те манса каймарăмăр. Илемлĕ  чăваш юррисем янăрарĕç. Чăваш тумĕ те питĕ килĕшÿллĕ курăнчĕ.

     Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  вара 7-8 классем хушшинче «Телейлĕ самант» вăйă ирттертĕмĕр.  Ыйтăвĕсем   Чăваш Ен историйĕпе çыхăннăскерсем пулчĕç. Вăйăра 8-мĕш классем çĕнтерчĕç. Вĕсем чăваш литературине те, культурине те лайăхрах пĕлнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

     Кĕçнерни  кун «Тăван ен кĕвви»  сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем тăрăшсах чăваш поэчĕсен сăввисене каларĕç. Ку конкурсра 5-мĕш класра вĕренекен Настя Моисеева, Инесса Фёдорова; 6-мĕш класра вĕренекен Фаина Логиновăпа Наталия Арсентьева пуринчен те пултаруллисем, чи маттуррисем пулчĕç.

     Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче вара  тĕп хуламăра çул тытрăмăр. Кунта эпир  икĕ мулкача тытма хатĕрлентĕмĕр тесен те юрать. Республика шайĕнче ирттерекен икĕ конкурса – «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» литература конкурсĕпе «Ради жизни на Земле» сăвă вулакансен конкурсне - хутшăнтăмăр. Шупашкартан тăватă дипломпа тата парнесемпе таврăнтăмăр. Çак парнесемпе дипломсене 7-мĕш класра вĕренекен Наталия Петровăпа 11-мĕш класри Мария Григорьева тивĕçрĕç. Мария литература конкурсĕнчи публицистика секцийĕнче 3-мĕш вырăна, сăвă вулакансен  конкурсĕнче  вара  2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.

    Çакăн пек ĕçсем туса ирттертĕмĕр чăваш чĕлхипе литератури эрнинче. Палăртса хунă ĕçсене кирлĕ пек туса пырсан малашнехи çинчен ĕмĕтленме те юрать. Яланах çавăн пек пултăрччĕ!