Юманайăм, Юманай,
Ыр сунам сана чунтан.
Юманайăм, Юманай,
Эсĕ пирĕншĕн тăван.
Юманай гимнĕ çавăн пекрех янăрать. Пирĕн шкулта та «Тăван ен кĕвви» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Сăвва тĕрĕс вулама, сăввăн тĕшшине уçса пама çăмăлах мар. Пур ача та поэтăн кăмăлне, çав сăвва мĕн тĕллевпе, мĕнле туйăмпа çырнине тĕп-тĕрĕс каласа пама пултараймасть. Ачасем тăрăшсах чăваш поэчĕсен сăввисене каларĕç. Конкурс конкурсах. Пур ача та çĕнтерÿçĕ пулма пултараймасть. Хальхинче ку конкурсра 5-мĕш класра вĕренекен Настя Моисеева, Инесса Фёдорова, 6-мĕш класра вĕренекен Фаина Логиновăпа Наталия Арсентьева пуринчен те пултаруллисем, чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсене малашнехи конкурссенче те ăнăçусем сунас килет.