«Телейлĕ самант»

    Паян, чăннипех те, телейлĕ самант. Чăваш чĕлхипе литератури эрнинче 7-пе 8-мĕш классем хушшинче ăмăрту.

   Уроксем хыççăн пурте пĕр ушкăн пек пулса «Телейлĕ самант» вăййа пуçтарăнтăмăр. Çĕнĕлле, компьютерпа ирттересси пулмарĕ, çутă çук. Юрĕ-ха. Ĕлĕкхине аса илсе тетрадь тăрăх ирттеререр-ха конкурса терĕмĕр. Шутланă  та тунă.

    Киле каясшăн тĕпĕртетсе ларакан ача-пăчана лăплантарма çăмăл тетĕр-и? Юрать-ха, пĕрремĕш кун кăна шкулта ĕçлеместпĕр. Çуркунне, пурин те хăвăртрах урок  хыççăн  ирĕкелле туртăнас килет. Ăнланатпăр. 8-мĕш классем аслисем те ăнланаççĕ, шăпăртах лараççĕ. Ирттертĕмĕр-ирттертĕмĕрех палăртнă мероприятие.

    Ыйтăвĕсем тĕрлĕрен пулчĕç. Паян Чăваш чĕлхи кунĕ. Çавăнпа та ыйтăвĕсем те Чăваш Ен историйĕпе çыхăннă. «Ачасене вĕрентни сая кайман иккен»,- тесе хама хам хавхалантартăм. Аслисем аслисемех çав, вăйăра 8-мĕш классем çĕнтерчĕç. Вĕсем чăваш литературине те, культурине те лайăхрах пĕлнине çирĕплетрĕç. Çиччĕмĕшсен те кулянма кирлĕ мар. 8-мĕшсен шайне çитĕç-ха. Вĕсен вĕренесси, ăс пухасси малашне. Хальлĕхе чăваш чĕлхипе литератури эрни малалла пырать. Çиччĕмĕшсем те хăйсене кăтартма ĕлкĕрĕç. Яланах çапла пултăрччĕ!