Ыр вăрлăхран ыр çимĕç

- Йăпăр – йăпăр юптарса,

                                        Кукăр – макăр пымăпăр.

                                        Тÿрех çапла каласа

                                        Чăн сăмаха пуçлăпăр.

 

   Юманай шкулĕнче паян,  ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче,  «Ыр вăрлăхран ыр çимĕç» литературăпа музыка уявĕ пулса иртрĕ. Уява  8 – мĕш класра вĕренекен  Татьяна Архиповăпа Марина Константинова ертсе пычĕç.

   Паянхи уяв каçне пирĕн шкулти пултаруллă та маттур сăмах  ăстисем пуçтарăннă. Эпир пурте пĕрле чун каниччен юрларăмăр, сăвăсем каларăмăр, ташласа та илтĕмĕр, шÿтлеме те манса каймарăмăр.  Кĕскен каласан, хамăр ăсталăха кăтартрăмăр. «Ыр вăрлăхран ыр çимĕç» тени тĕрĕсех иккен. Мĕнле маттур иккен Юманай ачисем. Ахальтен учительсем  вĕсене тĕрĕс воспитани парас тесе ырми-канми тăрăшмаççĕ пуль.

    Илемлĕ  чăваш юррисем янăрарĕç паян. Чăваш тумĕ те питĕ килĕшÿллĕ. Тухья, тĕрĕллĕ чăваш кĕпи тăхăннă 5-6 класс хĕр пĕрчисемпе маттур ачисем  те хăйсене  сăпайлăрах тытнă пек туйăнаççĕ. Ваттисем калашле, лайăх тум çынна, чăннипех те, юсать, урăх сăн кĕртет.

   Литература кĕтесĕ те ачасене хăй патне илĕртет. Ара, кунта вĕсем шăрçаланă сăвăсемпе калавсем, çĕрĕ - çĕрĕпе çырнă тĕпчев-шырав ĕçĕсем пур. Кирек мĕнле ĕç те чăрманмасăр пулмасть. Тунă ĕçе тивĕçлипех хаклани вара  малалла хавхаланса ĕçлеме хистет. Яланах çакăн пек пултăрччĕ!