Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасем çакна ирех туйрĕç пулĕ тетĕп. Ирхине ирех дежурнăйсем шкул алăкĕ умне пуçтарăннă. Ара, вĕсене питĕ ответлă ĕç хушнă мар-и? Çиччĕмĕшсем тăрăшсах шкула кĕме тăпăртатса тăракан ачасенчен халăх хушшинче çÿрекен каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене, пĕрер çавра сăвă е такмак ыйтрĕç. Хăшĕсен мĕн шăнкăрав пуличчен тăма тиврĕ. «Çиччĕ виç те пĕрре кас», «Кам ĕçлемест, çав çимест», «Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек», «Çиччĕн пĕр çынна кĕтмеççĕ», «Юлташ пултăр хăвăнтан маттур»…- çакăн йышши ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç ачасем. Учительсем те вĕсенчен юлмарĕç, шÿтлĕ сăвăсем те каларĕç, такмакласа та илчĕç.
Кун çакăнпах вĕçленмерĕ-ха. Кашни класăн тупмалли юмахсен тупсăмне тупмалла тата ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене çырса пĕтермелле. Пур хуравне те тупакан класа парне кĕтет. Чи çивĕччисем 5-мĕш классемпе 11-мĕш классем пулчĕç. Хăш класĕ çĕнтересси хальлĕхе паллă мар-ха.
Чăваш чĕлхипе литератури эрни ăнăçлă иртессе шанас килет.