Университет пире хапăл тăвать

   Шурă Шупашкара çитрĕмĕр. Çитме сăлтавĕ те пулчĕ. Кăçал та ЧПУра ирттерекен «Малашнехи утăмсем-3» наукăпа практика конференцине хутшăнтăмăр. 11-мĕш класра вĕренекен Григорьева Мария тăван ен культури секцийĕнче «Пирĕн тăрăхри калаçу чĕлхин хăйнеевĕрлĕхĕ» тĕпчев ĕçĕпе паллаштарчĕ.

   Тĕпчев ĕçне Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Юманай, Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче пурăнакан çынсем калаçура усă куракан уйрăм сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсемпе каларăшсене, ваттисен сăмахĕсене, халăх хушшинче çÿрекен шÿтсене, чăваш литературинчи паллă драматургсен Ф. Павловăн « Судра» тата « Ялта» пьесисенчи, П. Осиповăн « Айтар» драминчи ятлаçупа питлев сăмахĕсене кĕртнĕ. Мария кашни сăмахăн, каларăшăн  пĕлтерĕшĕн кĕске историйĕпе  паллаштарчĕ. Ачасен, ватă çынсемпе вăйпитти çынсен пурнăçĕнче пулса иртнĕ интереслĕ, кулăшла  самантсене хут çине çырса хăварни питĕ вырăнлă тесе шутлатăп.

   Конференци сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Мария 2-мĕш степеньлĕ диплома илме пултарчĕ.

   Тĕпчев ĕçĕнче пулăшнă Якуртушкăнь ялĕнчи К. З. Гавриловăна, Юманай  ялĕнчи асаннене  Ю. П. Григорьевăна, Уйпуç ялĕнчи Н. И. Морозовăна, Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче кукамая, Ю. Н. Ильинана, çав ялтах пурăнакан Ф.А. Белецкаяна, шкулти учительсене пурне те  пысăк тав сăмахĕ калас килет.