Мухтав сана, Раççей салтакĕ!

     Республикăра «Салют, Çĕнтерÿ» акци пырать. Эпир те акă район шайĕнче ирттерекен «Ради жизни на Земле» сăвă вулакансен конкурсне хутшăнтăмăр. Юманай шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Мария Григорьева «Мухтав сана, Раççей салтакĕ!», 8 класра вĕренекен Татьяна  Архипова «Манăн ватă асатте» сăвăсемпе куракансен умне тухрĕç. Мария аслă классем хушшинче 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.

                             «Манăн ватă асатте

                              кайнă çамрăклах вăрçа.

                             Чăтнă асаппа терте

                              каялла чакман нихçан»,-

    çакăн пек йĕркесемпе пуçланать Таня Архипова сăвви.  Хăйĕн сăввине вăл аслашшĕне, ĕçпе вăрçă ветеранне, Севастиан Михайлович Архипова, халалланă. С.М. Архипов Белгород хулине ирĕке кăларнăшăн Аслă Главнокомандующин тав çырăвĕсене илме тивĕçлĕ пулнă.  Āна Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 тата 2  степеньлĕ орденĕсемпе, Винница хулине илнĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе,  «Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă.  Ветеран кăкăрĕ çинче хальхи вăхăтра 3 орден, 13 медаль ялкăшать.

     Мăнуксен  хăйсен  аслашшĕсен  историне  пĕлмеллех. Çĕнтерĕве кĕтсе илме çăмăлах пулман. Çавăнпа та хальхи çамрăксен   Раççей  салтакĕсене  чыслама манса каймалла мар. Асаттесем тÿснине, курнине  пирĕн  курмалла ан пултăрччĕ.